Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăвашлăхшăн тăрăшса

09 февраля 2015 г.

Кăрлачăн 31-мĕшĕнче Трактор тăвакансен керменĕнче регионсен хушшинчи «Иксĕлми çăлкуçсем» радиоконкурсăн гала-концерчĕ иртрĕ. Çак проекта вăя кĕртекенĕ, пуçараканĕ Владимир Евгеньевич Егоров - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ пулчĕ. -Ялта чăваш сăмахлăхĕ, юрри-ташши, ялта – мĕнпур чăвашлăх. Чăваш халăх йăли-йĕркине, унăн вĕсен ĕçĕ-хĕлне палăртас тесе, çамрăксене çак ырă йăлана явăçтарас тесе, Чăваш Республикинчи тата регионсенчи фольклор ушкăнĕсем çинчен каласа парас тесе, вĕсен юрри-кĕввине халăх патне илсе çитерес тесе, регионсем хушшинчи «Иксĕлми çăлкуçсем» проекта малалла тăсас терĕмĕр, - тет В. Егоров. Çак регионсем хушшинче иртекен радиоконкурсра хутшăннă 28 фольклор ушкăнĕ те гала-концерта пуçтарăннă. Çак шута пирĕн районти Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн «Çăлкуç» тата Çичĕпỹртри «Кунер» фольклор ушкăнĕсем кĕчĕç. Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Çăлкуç» ушкăн та çак конкурса хутшăнса Сĕнтĕрпуç тăрăхĕнчи юрăсемпе паллаштарчĕ. Эфирта вĕсем Пушкăрт «Сувар» фольклор ушкăнĕпе тупăшăва тухрĕç. Жюри членĕсем «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕн юррисене те пысăк хак пачĕç. «Иксĕлми çăлкуçсем» регионсен хушшинчи радиоконкурса хастар хутшăннăшăн «Çăлкуç» диплома тивĕçлĕ пулчĕ. Е. БОРИСОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 февраля 2015
16:20
Поделиться