Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура чун пуянлăхĕнчен килет

Кăçалхи çул Культура çулталăкĕ пулнă май иртнĕ юнкунхи Пĕрлĕхлĕ информаци кунне района ятарласа килнĕ Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрне Вадим Петрович ЕФИМОВА пĕр-икĕ ыйту пама пушшех те кăмăллă пулчĕ. Çитменнине тата раштавăн 17-мĕшĕнчи информаци кунĕн темисенчен пĕри шăп та лăп культурăпа çыхăннăскер пулчĕ.

- Вадим Петрович, кăçалхи çул Культура çулталăкĕ пулнă май пирĕн Чăваш Республикишĕн мĕнле паллă мероприятисемпе палăрса юлчĕ-ха вăл.

- Чăннипех те кăçалхи çул культура сферинче палăрăмлă, тĕрлĕрен мероприятисемпе пуян пулчĕ. Асра юлаканнисен шутĕнче - республикăра Культура çулталăкне уçни. Çакăнтан ĕнтĕ хăйĕн стартне илчĕ те асамлă культура тĕнчийĕ. Вĕçсĕр-хĕрсĕр мероприятисен шутĕнче çаксене асăнса хăварас килет, Раççей Федерацийĕн халăх артистки Н. Бабкина ертсе пынипе ирттернĕ "Раççей юррисем" ятлă пĕтĕм Раççейри фестиваль-марафон, Шупашкар хулинче пулнă халăхсем хушшинчи кинофестиваль, халăхсем хушшинчи балет фестивалĕ, халăхсем хушшинчи хăйне евĕр куравçăсем валли хатĕрленĕ "Эпир пĕр пек пулмасан та" фестиваль-форум, Раççейри халăхсен традицийĕсемпе тата йăли-йĕркипе çыхăннă "Фолкстейшен-Шупашкар" фестиваль, Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăлкуçĕсем" халăх пултарулăхĕн XXII фестивалĕ, алĕç ăстисен пултарулăхĕн пĕтĕм Раççейри XII фестивалĕ, ача-пăча ỹнер пултарулăхĕн марафонĕ тата ыттисем те. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх оперăпа балет труппи ют çĕршывсенче (Германире, Австрире, Швейцарире, Польшăра, Италире) гастроле ăнăçлă кайса килчĕç. Вырăс драма театрĕсем те Мари Эл республикинчи артистсемпе пĕр-пĕрин патĕнче гастрольте - хăнара пулчĕç. К. Иванов ячĕпе хисеплекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Оренбург хулинче Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсем хушшинчи пĕрремĕш театр фестивалĕнче пулчĕ. Çавăн пекех Культура çулталăкне Раççей Федерацийĕнче ирттерессипе Атăлçи Федераци округĕнчи субъектсем хăйсен пуян опычĕпе пĕр-пĕрне паллаштарма конференци йĕркелерĕмĕр. Вăл та çỹллĕ шайра пулчĕ.

- Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, халăх культури ял тăрăхĕсенче культура ĕçченĕсенчен нумай килет. Асăннă сферăпа çыхăннă пирĕн районти çынсем мĕнпе Сире савăнтарчĕç.

- Сĕнтĕрвăрри районĕнче те халăх, аваллăх традицийĕсене, ламран-лама куçса пыракан йăла-йĕркесене çĕнетес, упраса-сыхласа хăварас тесе культура ĕçченĕсем активлă ĕçлеççĕ. Акă, паян та çак тĕлĕшпе пултаруллă, тăрăшса вăй хунă культура учрежденийĕсене, вĕсем татах та хастарлăх ра ĕçлеччĕр тесе 400 пин тенкĕллĕх сертификатсем пама питех те кăмăллă. Вĕсен шутĕнче, Район центрĕнчи тĕп культура çурчĕ, Октябрьскинчи тата Çичĕпỹртри культура çурчĕсем. Çак патшалăх пулăшăвĕ асăннă культура учрежденийĕсене хальхи вăхăтри сасă, çутă аппаратурисемпе, компьютерпа, видеопроекторпа, куçакан экранпа, çăмăл тĕтĕм генераторĕпе, артистсен костюмĕсемпе, сцена тумĕпе, музыка инструменчĕпе пуянланма май парĕ.

- Татах та пур-и кăмăла çĕклекен хыпарсем?

- Кăçал республикăра 27 культура учрежденине тĕпрен юсанă, 63 учреждение вара модернизациленĕ, нумай çĕрте çĕнĕ Культура çурчĕсем çĕкленеççĕ. Сирĕн районти Кукашни ялĕнчи Культура çурчĕ çак тĕлĕшпе чи витĕмлĕ тĕслĕх шутланать. Кĕçех вăл та алăкне яри уçĕ. Хутлăхри çынсем Çĕнĕ 2015 çула кĕтсе илме çакăнта пуçтарăнĕç. Октябрьски хутлăхĕнчи Малти Пукашри активистсем вара тĕлĕнмелле хастарлăх кăтартаççĕ - кунта авалхи ырă йăлапа - ниме меслечĕпе çĕнĕ культура "вучахĕ" çĕкленет.

- Мĕн сунса каланă пулăттăр-ши Эсир, Вадим Петрович, юлашкинчен вулакансене.

- Культура вăл чун пуянлăхĕнчен килет. Хамăр мăн асаттесен ырă йăли-йĕркине сума сăвасси кирлĕ, çамрăк, ỹссе пыракан ăрăва çак пуçланă ĕçе хутшăнтарма тăрăшмалла. Вара тин эпир чăннипех те хамăр культурăна çỹллĕ шая çĕклеме пултарăпăр. Халĕ вара пурне те çитсе килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Ăнăçу вара тăрăшсан пулатех.

- Тавтапуç Сире, Вадим Петрович, тулли хуравсемшĕн. Сире те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр. -Тархасшăн. Саламшăн та тав.

Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 декабря 2014
14:58
Поделиться