Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуракассинчи хурлăхлă митинг

Иртнĕ юнкун Хуракассинче 53 çул каялла чỹк уйăхĕнче пулнă инкек пирки хурлăхлă митинг иртрĕ. 1961-мĕш çулта вырăнти шкул çурчĕ çунса кĕлленнĕ. 110 çын пурнăçне илсе кайнă çак хăрушă пушар. Кунти тата çывăх ялсенче пурăнакан 80 çемье çывăх çыннисене çухатнă ун чухне. Тепĕр куннех тăванла масара пытарнă вĕсене. 1994 çулта кăна вара инкек пулнă вырăнта палăк лартнă. Асăну кунĕнче çак хăрушă инкекре вилнĕ вĕрентекенсене тата вĕренекенсене, шкул çулне те çитмен ачасене чысласа палăк умĕнче хисеплĕ хурал тăнă. Кунтах район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев, район тата ял хутлăхĕн администрацийĕсен представителĕсем, МЧС сотрудникĕсем, пушар службин ветеранĕсем, шкулăн хальхи коллективĕ тата вĕренекенĕсем, вĕренсе тухнисем, ял çыннисем, хăнасем йышлăн пухăннă. Траур митингне ял хутлăхĕн пуçлăхĕ М.Николаева уçрĕ. Асăннă мероприятие пухăннисенчен кашни хăй хуйхăрнине, урăх ку йышши хурлăх пулмасса шанса каланă. Çав кунхине Хуракассинчи инкеке тỹссе ирттернисем те хăйсен асаилĕвĕсемпе ыттисене паллаштарнă. Митингра пушарта вилнисен кашнин ятне аса илнĕ, пĕр минут шăп тăнă, çурта çутса палăк умне чечек çыххисем те хунă.

 О. ЮРЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 ноября 2014
14:36
Поделиться