Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватăсен кунне халалласа

Камсем пурнăçăн вăрăм çулне тухса паянхи кун та пире çирĕп вăй-халĕпе тĕлĕнтереççĕ. Камсем пире тĕрĕс канаш парса пулăшаççĕ. Камсем пире пуринчен те ытларах юмах-халап каласа пама пултараççĕ. Паллах, ватăлса çитнĕ çынсем. Ытларахăшĕн аслашшĕсемпе асламăшĕсем, кукаçисемпе кукамăшĕсем вăрçă хыççăнхи пурнăçăн нушине чăтнă, хăшĕ-пĕрисен вара вăрçă вăхăтĕнче пулса иртнĕ йывăрлăхсене те курма тивнĕ. Пурнăç вĕсене мĕнле тустарнине каласа пĕтерес те çук. Анчах вĕсен пĕркеленсе пĕтнĕ пичĕ-куçĕ, аллисем, кăвакарнă çỹçĕсем çакна пире пĕлтереççĕ. Юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче культура çурчĕсенче Ваттисен кунне халалласа тĕрлĕ меропритисем ирттереççĕ. Вĕсем валли юрă-ташă, сăвă тата кăмăла савăнтаракан вăйăсем, концертсем хатĕрлеççĕ. Акă, уяв умĕнхи кунĕнче районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрĕ çумĕнчи "Савăнăç" клуб членĕсем тата Пĕтĕм Раççейĕн районти япăх куракансен вырăнти обществин членĕсем валли ятарлă уяв программи хатĕрленĕ. Уяв хăйне евĕрлĕ пуçланнă. Çитнĕ ватăсем туслăн скандинави уттипе Çĕнĕ Салари Культура çурчĕ умĕнчен утса иртнĕ. Çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ хăнасене асăннă Культура çурчĕн ĕçченĕсем. "Новински пуçланса канă картише" те кĕрсе курчĕç вĕсем çак кун. Хресчен халăхĕн культурипе, пурнăç йĕркипе тата йăлипе паллашма май пулчĕ кунта. Йĕпе-сапаллă çанталăк тăчĕ пулин те никам та хурланмарĕ. Ватăсене хисеплесе хатĕрленĕ кун программинчи экскурсире пурте карталанса ташларĕç, ĕлĕкхи музыка хатĕрĕсемпе каласа пăхрĕç, такмаксем юрларĕç. Кĕçех зала та çаврăнса кĕчĕç. Кунта ватăсене хаваслă уяв концерчĕ кĕтнĕ. Çавăн пекех сцена çине тухса районти "Пенсионерсен Союзĕн" обществин председателĕ Р.Ракова саламларĕ. "Çамрăк мар çынсен кунĕ мар, аслă ăрăвăн кунĕ паян, - сăмах пуçларĕ Роза Николаевна. - Уяв ячĕпе район администрацийĕ хаклă парне те панă, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен эрнере виçĕ хутчен "Мариинский" физкультурăпа спорт комплексĕ активлă ватăсене тỹлевсĕр хăйĕн залĕсене йышăнать. Медицина справки илнĕскерсем пурте çак çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ", - вĕçлерĕ вăл. Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрĕн директорĕ Нина Николаевна Тарасова та сăмах илчĕ, ватăсене чун-чĕререн саламларĕ. Мероприяти вĕçĕнче пурте сĕтел хушшине ларчĕç, вĕри чей ĕçрĕç, пылак та тутлă çимĕçпе сăйланчĕç. Çав хушăрах юрларĕç те.

О.ДАНЬКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 октября 2014
11:04
Поделиться