Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хамăр тавар техĕмлĕрех те усăллăрах

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин 2014 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм экономика мерисемпе усă курасси çинчен" Указ йышăннă. Сăмах кунта пирĕн çĕршыва хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен хăшпĕр тавара - пурĕ 40 тĕрлĕ - кỹрсе килессине вăхăтлăха чарса лартасси пирки пырать. Çак хыпара мĕнлерех кăмăл-туйăмпа йышăнаççĕ-ха пирĕн районти ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсем. Çавăн çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр те ĕнтĕ районти яваплă çынсенчен.

ВАСИЛИЙ МАЛИНИН, ялхуçалăхĕнче нумай çул ĕçлесе "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" ята тивĕçнĕ, халĕ те М.Л.Тагеев КФХ-ра вăй хуракан агроном.

-Чăннипех те çак "çĕнĕлĕх" тỹрремĕнех ял ĕçченĕсене пырса тивет. Раççей Президенчĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ йышăннă Указсем çĕршыври, республикăри ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсене хăйсен ĕçĕ çине татах та яваплăрах пăхма хистеççĕ. Ман шутпа, хамăр çитĕнтерекен тырпул, пахчаçимĕç, аш-какай, сĕт-çу усăллăрах та, тасарах та, çын сывлăхĕшĕн те сиенлĕ мар. Туса илекен продукци калăпăшĕ те çынсене тăранса пурăнма çитмелле. Паллах, ялхуçалăх продукцине сутма майсем туса памалла. Астăватăп-ха, хам "Аксаринский" совхозра ĕçленĕ чухне 220 гектар çинче сад ĕрчетнĕччĕ, 200 га çинче - панулми йывăçĕсем, 20 га çинче - тĕрлĕ çырла тĕмĕсем. Ăнса пулнă тухăçа ун чухне сутма майсем сахалтарахчĕ. Эпĕ шутлатăп, чи малтанах пахчаçимĕçпе улма-çырлана, аш-какайпа сĕт-çăва вĕсене туса илекен вырăнтах типтерлемелле, консервламалли предприятисем пулмалла. Хăй вăхăтĕнче Октябрьскинче сĕт йышăнса типтерлемелли цех кăна мар, аш-какайпа кăлпасси цехĕ те туса пĕтернĕпе пĕрехчĕ. Вăт çавнашкал предприятисем çумрах пулсан, продукцирен паха апат-çимĕç хатĕрлеме, лавккари сентресене чăвашра тунă техĕмлĕхсемпех тултарма пулать.

ЕЛЕНА ФИЛИППОВА, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн специалист-эксперчĕ, зоотехник.

- Ял хуçалăхĕнче туса илекен продукци ял çыннисене те, хулара пурăнакансене те çитмелле. Акă, сăмахран, кайăк-кĕшĕк фабрикисен, сысна ĕрчетекен фермăсен хăвачĕсем ỹсеççĕ. Хамăр района илес пулсан, ялхуçалăх предприятийĕсемпе килти хуçалăхра 5671 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать (вĕсенчен 2652-шĕ - сăвакан ĕне), сурăхпа качака пуçĕ - 11282. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхсенче 1236 сысна пулнă пулсан, халĕ çуллахи ăшă вăхăтра вĕсен йышĕ самай ỹснĕ. Сĕт суса илессипе çакна калама пулать, ялхуçалăх предприятийĕсенчи кашни ĕнерен пĕр кунхи вăтам сăвăм - 15,1 килогрампа танлашать. "НамЭКО" ОООра ку кăтарту - 16 кг. Пĕр кунхи пĕтĕмĕшле сăвăм районĕпе 7692 кг, вĕсенчен 95 процентне патшалăха сутаççĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районтан 112,8 тонна аш-какай, 1535,9 тонна сĕт патшалăха ăсатнă. Харпăр хăй килĕнче ĕне тытакансем ытлашши сĕте (районĕпе пĕр кунта 2500 кг пуçтарăнать) сĕт пухакансене параççĕ. Ман шутпа, пирĕн çĕршыва хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен хăшпĕр тавара кỹрсе килессине вăхăтлăха чарса лартни вырăнти ялхуçалăх продукцине туса илекенсене хăйсен производствине татах та анлăлатма çул-йĕрсем туса парать.

Г.ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 августа 2014
10:17
Поделиться