Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Эс малашне те мухтавлă пулăн

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче паттăр ентешĕмĕр А.Николаев космонавт-летчик çуралнăранпа 85 çул çитет, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа вара 10 çул çитрĕ. Çапла,10 çул… Андриянсăр. Пурнăç малаллах шăвать, паян вăл хăвăрт аталанупа, улшăнупа палăрса тăрать. Анчах та иртсе пыракан çулсем унăн вĕçĕ-хĕррисĕр, тĕпсĕр тĕнче уçлăхне икĕ хут çĕкленсе историре çырăннă паттăрлăхне те, тĕрлĕ енлĕ ырă пахалăхĕсене те тата уçăмлăрах сăнласа параççĕ кăна. Пилĕк çул каярах аслă çул пăрăнăçĕнчен Шуршăла, пуриншĕн те хаклă, сăваплă вырăна - А. Николаев космонавтăн Асăну комплексне илсе çитерекен çулăн икĕ енĕпе те чăрăшпа туя йывăçĕсен çамрăк хунавĕсене лартса тухнăччĕ . Вĕсем самаях ỹснĕ ĕнтĕ, çỹлеллех кармашаççĕ. Кунта Асăну аллейи пулать. Космонавтика музейне анлăлатса, çĕнетсех пыни те, А. Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май вырăнта тата республикăра пурнăçа кĕртме палăртнă пысăк ĕçсем те, çĕнĕ йышши проектсем те паттăр ентешĕмĕре пуласлăхра та асра тытса пурăнма, шкулта вĕренекенсенчен йĕркеленнĕ çамрăк космонавтсене çăлтăрлă кăвак инçете малалла тĕпчес ĕçе активлă явăçтарма май парĕç. Çапла, хамăрăн татăлми астăвăмпа вăхăта çĕнтерсе космос пионерĕн паттăр ĕçĕсене вилĕмсĕрлетер, унăн çутă тивлетне тивĕçлĕ пулса пурăнар.

В. ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 августа 2014
14:08
Поделиться