Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Космос паттăрне халалласа - велочупу

Космос паттăрне халалласа - велочупу

 

Ĕнер Раççей çамрăкĕсен кунне уявланă майăн пирĕн районта йăлана кĕнĕ 4-мĕш велочупу иртрĕ.Ăна пирĕн паллă ентешĕмĕре, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланă.Асăннă велочупăва хутшăнакансем Андриян Николаев çуралнă Шуршăл ялĕнчи Мемориал комплексĕ патĕнче пуçтарăнчĕç.

Ку паллă мероприятие уçнă майăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Григорьев çамрăксене вĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕ, кăçал шкул пĕтернисене телейлĕ çул сунчĕ, велочупăва хутшăнакансене вара - майлă çил, савăнăçлă финиш.Панкратион енĕпе тĕнче шайĕнчи спорт маçтăрĕ Екатерина Краснова старта тухма хатĕрленнĕ çамрăксене спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕ. Андриян Николаев выртакан часавайра чĕрĕ чечексем хунă хыççăн йышлăн (пурĕ 150 çын ытла) старта тухрĕĕ Велосипед спортне юратакансен чупу маршручĕ Шуршăл ялĕнчен пуçласа Сĕнтĕрвăрри хулине çитмелле.Пурĕ 22 çухрăм. Хăй вăхăтĕнче Андриян Николаев вăрман техникумĕнче вĕреннĕ чухне çак çула кашни кун утса тухнă.Велочупăва хутшăнакансене илес пулсан, чи йышлă команда хулари пĕрремĕш гимназин пулчĕ, вĕсем хыççăнах - Октябрьски райповĕн хĕрлĕ тум тăхăннă ĕçченĕсем. Велосипедистсене трасса тăршшĕпе депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Н.Николаев йĕркелесе пычĕ.Унăн кăкăрĕ çинчи "Велочупу маршалĕ" текен лента аякранах курăнса тăчĕ.Финишра велоспорта юратакансене Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан çынсем, ачасем алă çупса, ялавсемпе саламласа хаваслăн кĕтсе илчĕç.Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Борисов районта пурăнакан çынсене спортпа çывăх туслашма чĕнчĕ.Велочупăва хутшăнакансене пурне те алла свидетельствăсем пачĕç, вĕри чейпе тата çемçе кукăльпе сăйларĕçĕ Сăмах май каласан, район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлекенсем те çулсеренех çак велочупăва активлăн хутшăнаççĕ.Пай редакторĕ И.Васильев, В.Яковлева корректор хăйсен икĕ урапаллă "урхамахĕсем" çине утланса Шуршăлтан Сĕнтĕрвăррине çитекен яп-яка çула ним мар парăнтараççĕ.Ку хутĕнче те пирĕн ĕçтешсем пултарулăхпа хастарлăх кăтартрĕç, хăйсем хаçат ĕçĕнче çеç мар, спортра та маттур пулнине çирĕплетрĕç.

Е.ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 июля 2014
08:11
Поделиться