Татса памалли ыйтусем пур-ха
Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш республикинчи комитечĕн председателĕ Светлана Валерияновна Демидовăран, район администрацийĕн культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Павловна Упракинăран тата РФ Пенси фончĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи управленийĕн пенси учечĕн енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Галина Юрьевна Николаевăран тăракан информушкăн пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерме Карапаш ял хутлăхне çитрĕç. Карапашри культура ĕçченĕсемпе тата хутлăх администрацийĕн специалисчĕсемпе, ял çыннисемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Чи малтанах ял хутлăх пуçлăхĕ Н. Алаев информушкăн членĕсене вырăнти ĕç-пуçпа кăшт кĕскен паллаштарчĕ. Информкун йĕркинчи ыйтусене уçса пама вара Шупашкартан килсе çитнĕ С. Демидова сăмах илчĕ. Вăл Чăваш Республики 2014 çулти 1-мĕш кварталĕнчи социаллă сферăпа экономикăн аталанăвĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. "Çак тапхăр чи малтанах промышленноç производстви, пурăнмалли çĕнĕ çуртсем хута ярасси, ваккăн сутакан япала таварçаврăнăшĕпе халăха тỹллевлĕ тивĕçтерỹсем парассипе, ĕç укçине, халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕсен калăпăшĕ ỹснипе палăрса тăрать, - пĕлтерчĕ Светлана Валерияновна. Промышленноç комплексĕн организацисем 34996,5 млн. тенкĕ тавар туса кăларнă, тĕрлĕрен тивĕçтерỹсене пурнăçланă". Ялхуçалăх продукцине туса илес ĕç выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци виçийĕ сахалланнипе 1,3: чакнă. Çав хушăрах ялхуçалăх организацийĕсенче пĕтĕмĕшле сĕт суса илесси - 3,8:, хресченпе фермер хуçалăхĕсенче вара 30,3: ỹснĕ. 2014 çулта республикăра темиçе инвестици проекчĕ пурнăçланмалла. Вĕсен шутĕнче, хĕвел модулĕсен предприятийĕ, "Промтрактор" ОАОра тырă тата выльăх апачĕ пуçтаракан комбайнсем туса кăларма пуçласси, "ЭКРА" НПП ОООра реле хỹтĕлевĕн шкапĕсем валли тимĕр конструкцисем хатĕрлекен цеха йĕркелесси, Канаш хулинче минерал таварĕсем кăларакан предприяти тума тытăнасси тата ытти те. Кăçалхи çулăн пĕрремĕш кварталĕнче республикăра 1003 хваттер (56,8 пин кв. метр) хута янă. Уйăхри вăтам ĕç укçи çак тапхăрта 19100,5 тенкĕне çитрĕ, тепĕр майлă каласан вăл 10,4: ỹснĕ. Ĕçсĕррисем валли 284 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2329 ертỹçĕ 16116 пушă ĕç вырăнĕ пурри çинчен пĕлтернĕ. Ытларах рабочи профессийĕпе ĕçлекенсем кирлĕ, швея, штукатур, каменщик, повар, автобус водителĕ, кондуктор, сутуçă, çавăн пекех - медицина сестри, врач, менеджер, инженер, кĕçĕн воспитатель. Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Мускав, Санкт-Петербург, Самара, Алтай крайĕнчи ĕç департаменчĕсемпе килĕшỹ тăвать, республикăра пурăнакан çамрăксем ытти регионсенче те хăйсене валли ĕç вырăнĕсем тупаççĕ. Çамрăк амăшĕсене те квалификаци улăштарма е ỹстерме майсем пур. Çавăн пекех С. Демидова ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйту çинче те тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерсене кайма çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне 137 заявка (пурĕ 143 заявка пулмалла) панă. Кунсăр пуçне "Мариинский" ФСК, шкулсем çумĕнче те кану лагерĕсем пулаççĕ. Вĕсенче хăйсен сывлăхне 483 вĕренекен çирĕплетĕç. Палаткăсенчен тăракан пĕр лагерь 226 ача валли уçма палăртнă. Информкунра Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн тата Сĕнтĕрвăрри районĕн управленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Г. Николаева аслă специалист-эксперт Карапаш тата Кĕчкей ял çыннисене каласа кăтартрĕ. Пенси темипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухни, ватă е çулланнă çынсене кăна мар çамрăксене те питĕ кăсăклантарчĕ. Пухăннисене Галина Юрьевна РФ Пенси Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ Раççейри 82 регионĕнчи уйрăмсем хушшинче 2013 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе ирттернĕ пĕтĕм Раççейри конкурсăн çĕнтефрỹçи пулни çинчен савăнса пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне вăл пенси фончĕн районти управленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Пенси укçин виçийĕ ỹсни, пенси системинчи çĕнĕлĕхсем çинчен те интереслине нумай каласа пачĕ. Çавăнпа та ĕç стажĕ пысăк пулни, таса ĕç укçи (конвертпа пани мар) илни, пенси виçи çине ырă витĕм кỹнине ятарлатсах палăртрĕ. Информкуна пухăннисене "Ĕç ветеранĕ" хисепле ята илесси те кăсăклантарчĕ. Унсăр пуçне Кĕчкей ялĕн çыннисем хăйсене мĕн кулянтарнине, хăйсен нуши-хуйхине информаторсем умĕнче уçрĕç. Чи нумай калаçтаракан ыйту - лайăх çул çукки пулчĕ. Çак ыйтăва информаторсем хăйсен блокночĕ çине ятарласа çырса хучĕç, май килнĕ таран пулăшма пулчĕç. Ял хутлăх пуçлăхĕ Н. Алаев та çулсем пирки малалла ĕçлемеллине, хутлăх бюджечĕ налук пухмачĕн виçинчен килнине палăртрĕ.
Г. ТРИФОНОВА.