Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕсем чи малтанхисем пулнă

Çутçанталăкăн чи савăк, пурне те чĕрĕлĕх кỹрекен çуркуннехи вăхăтра чи малтан тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ "Восток-1" караппа Совет Союзĕн гражданинĕ Юрий Алексеевич Гагарин. Çапла вара 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ этемлĕх историне чăннипех те пĕтĕм тĕнчене кисрентернĕ кун пулса кĕрсе юлнă. Ю. Гагаринăн илĕртỹллĕ йăл кулли, карапа вĕçсе хăпарма старт панă хыççăнхи "Кайрăмăр!" чĕнỹллĕ сăмахĕ кашни çын асĕнчех юлнă пулĕ. Анчах та ун чухне эпир ентешĕмĕр Андриян Николаев та Планетăн пĕрремĕш космонавтне чи çывăх тăнине, унăн чĕнỹллĕ сăмахне вăл чăнласа йышăннине пĕлме пултарайман-ха. Çав чăнлăх пире пачах та нумай кĕттермерĕ, çулталăк иртсенех пирĕн Андриян та, виççĕмĕш космонавт пулса, вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăха вĕçсе хăпарчĕ. Мĕнле йĕркеленнĕ-ха совет космонавчĕсен малтанхи отрячĕ. Мĕнле хатĕрленнĕ халиччен пулман вĕçевсене хăйсем çине калама çук пысăк яваплăх илнĕ паттăр космонавтсем. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пысăк йышлă ушкăнран пур енĕпе те çирĕп тĕрĕслесе, чи пултаруллисене 20 çын суйласа илнĕ, каярах вĕсенчен те улттăн кăна тăрса юлнă. А. Николаев хăйĕн пĕрремĕш вĕçевне Павел Попович украинпа ("Восток-4") пĕрле ирттернĕччĕ, тĕнче уçлăхне пуçласа ушкăнпа вĕçсе хăпарнăччĕ. Андриян Григорьевичăн çỹл тỹпери чи çывăх та шанчăклă юлташĕ Павел Романович унтанпа пирĕн Шуршăлта миçе хут пулман-ши! Малтанхи космонавтсен отрячĕ çирĕп туслăхпа, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулнипе палăрса тăнă. Мăшăрланнисем "Çăлтăр хулара" çемйисемпе пĕрле пурăннă. Ю. Гагарин космоса вĕçнĕ чухне унăн çемйинче икĕ ача пулнă ĕнтĕ, икĕ çулхи Лена тата пĕр уйăхри Галина. Çакна пĕлме те интереслĕ, Ю.Гагарина анса ларнă вырăнта (Саратов облаçĕнче) панă пĕрремĕш награда "Çерем уçнăшăн" медаль пулнă-мĕн. Ăна каярах ытти хăшпĕр космонавтсене те панă. Çĕршывăн уйрăм вырăнĕсенче çерем çĕрсене ĕçе кĕртесси анлă сарăлнă тапхăрта иртнĕ-çке çав пирвайхи вĕçевсем. Кăçалхи пуш уйăхĕнче Ю. Гагарин космонавт-летчик çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Кĕркунне вара мухтавлă ентешĕмĕр А. Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă тăвăпăр. Шел, вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Анчах та космос пионерĕсен чапĕ нихăçан та сỹнмĕ. Вĕсем çур ĕмĕр ытла каярах тĕнче уçлăхне хывнă çул малаллах тăсăлать. Вăл чăннипех те вĕçсĕр-хĕрсĕр туйăнать.

В. ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 апреля 2014
16:06
Поделиться