Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Демографи тĕкĕрĕ

2014 çулхи кăрлач уйăхĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 19 ача (8 арçын ача тата 11 хĕрача) çуралнине регистрациленĕ. 8 амăшĕ мăшăрланнине регистрацилемесĕр çуратнă. 9 пепкен ашшĕ кам пулнине палăртнă. Çав шутра 6-шĕн ашшĕне – ача çуралсан регистрациленипе пĕр вăхăтра.

4 çемьере пĕрремĕш ача, 8 çемьере – иккĕмĕш, 5 çемьере – виççĕмĕш, 2 çемьере вара тăваттăмĕш тата пиллĕкĕмĕш ачасем çуралнă. Чи анлă сарăлнă ятсем çаксем пулнă, Егор, Ксения, Мария.

Пĕрремĕш уйăхра 16 мăшăр çырăннă, улттăшĕ вара – уйрăлнă (вĕсенчен виççĕшĕ суд решенийĕпе).

Вилнисен хисепĕ пĕр пек пулнă, 19 арçын тата 19 хĕрарăм.

ЗАГС пайĕ 37 свидетельство тепĕр хут çырса панă. Тĕрлĕ йышши 132 справкăран 15-шне граждансен заявкисем тăрăх улшăнусемпе тÿрлетÿсем кĕртнĕ.

Л. МИХАЙЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 февраля 2014
09:20
Поделиться