Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ сисĕнет

Иртнĕ юнкун пирĕн республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем çаксем пулчĕç, Чăваш Республикин 2014 çул валли тата 2015 – 2016 çулсен планлă тапхăрне палăртнă бюджечĕ çинчен; Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитни çинчен; 2013-2014 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăх енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен; Чăваш Республикинче вак тата вăтам предпринимательствăн субъекчĕсене 2013-мĕш çулта аталантармалли программăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тата вĕсене 2014-мĕш çулта пулăшу памалли план çинчен.

Информаци кунне республикăри тĕрлĕ ведомствăсемпе инстанцисен представителĕсем хастар хутшăнчĕç. Пирĕн района Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçин тивĕçĕсене туса пыракан С. Скворцов, Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан прокурорăн аслă пулăшаканĕ А. Хрычев, «Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче пайласа паракан электричество сечĕсен компанийĕ» çурçĕр производство пĕрлешĕвĕн «Чувашэнерго» филиалĕн директорĕ А. Герасимов, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин представителĕ Ю. Митрофанов тата Чăваш Республикинчи пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ И. Устенко килсе çитрĕç, вырăнти информаторсен ушкăнĕсемпе пĕрлешсе районти предприятисемпе организацисем тăрăх саланчĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Информаторсен тĕп ушкăнĕ (ăна Шупашкар хăни С. Скворцов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Григорьев ертсе пычĕç) районти ветеринари станцин тата хулари 1-мĕш номерлĕ гимназин коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, информкун йĕркинчи темăсене анлăн уçса пачĕ. Владимир Иванович, паллах, районта пулса иртекен ырă пулăмсем тата çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Калас пулать, юлашки çулсенче тĕрлĕ шайри бюджетсенчен патшалăх йышăннă социаллă проектсене аталантарма сахал мар укçа уйăраççĕ. Сăмахран, 2013 çулта пирĕн районта пурăнакан 23 çемьене, «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераци программине кĕртсе, çурт е хваттер туянма ятарлă сертификат панă. Тепĕр 3 çемьене «Ялăн социаллă аталанăвĕ» федераци программипе килĕшÿллĕн çурт-йĕр тума укçан пулăшнă. 2013-мĕш çул вĕçлениччен 13 тăлăх ача тата 3 нумай ачаллă çемье çĕнĕ хваттерсене куçĕç. Владимир Иванович районти ытти нумай ырă улшăну çинче те чарăнса тăчĕ.

А. Герасимов ертсе пыракан ушкăн (ку ушкăнра хула администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Пьяночкина та пулчĕ) малтан «Чувашэнерго» филиалĕн «Сĕнтĕрвăрринчи электричество сечĕ» филиалĕн ĕçченĕсемпе, кайран Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн коллективĕпе (сăнÿкерчĕксенче) тĕл пулчĕ. Информкун йĕркинчи тĕп ыйтусене А.Герасимов çутатса пачĕ. Л.Пьяночкина район тата хула пурнăçĕпе тата аталанăвĕпе çыхăннă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. Уйрăмах хула бюджечĕ, вак тата вăтам предпринимательствăн субъекчĕсен (районта вĕсем 548) ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Тĕл пулăва пынисем хăйсене хумхантаракан нумай ыйту пачĕç. Çынсене район больницинче врачсем çитменни, хулари нумай хваттерлĕ çуртсене шывпа тивĕçтересси, урамсенчен çÿп-çап илсе тухасси тата çуртсем çывăхĕнчи территори тасалăхпа тирпейлĕх енчен кирлĕ шайра пулманни хумхантарать. Л.Пьяночкина тирпей-илем кĕртме хулан 2014 çулхи бюджетĕнче 2 милилон ытла укçа хывса хăварнине палăртрĕ. Ку, паллах, сахал, анчах хăшпĕр урамсенчи юрăхсăра тухнă çулсене юсама май килĕ.

И. ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 ноября 2013
14:46
Поделиться