Ăшă пама хатĕр пулмалла
Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче хĕллехи хутмалли тапхăра хатĕрленес, сивĕ шывпа тивĕçтернине шута илмелли приборсем вырнаçтарас, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сведенийĕсен пĕрлĕхлĕ никĕсне йĕркелес ыйтусем тăрăх çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсен, ертсе пыракан компанисен тата ăшăпа, энергипе тивĕçтерекен организацисен ертÿçисемпе канашлу пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В. Григорьев ертсе пычĕ.
Районта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас ĕç малалла пырать. Хулан Ломоносов урамĕнчи 14-мĕш тата Курчатов урамĕнчи 4-мĕш номерлĕ çуртсен тăррисене юсанă та ĕнтĕ. Тĕпрен илсен, çак çуртсене юсамалли пĕтĕмĕшле ĕçсен 70: пурнăçланă. Халĕ Ломоносов урамĕнчи 4-мĕш тата 6-мĕш номерлĕ çуртсен умĕсене çĕнетеççĕ. Хутса ăшăтмалли системăсене те юсама тытăннă.
Хĕл пуçланасси те нумаях юлмарĕ темелле. Ăшăпа тивĕçтерекен организацисем чи малтан, паллах, социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсене ăшă пама тытăнĕç. «Аварисем ан пулччăр, çынсем сивĕре нуша ан курччăр тесен, пĕтĕм çуртсене ăшăпа тивĕçтерме лайăх хатĕрлемелле. Ку енĕпе ыйтусем сахал мар, вĕсене пурне те вăхăтра татса памалла», – палăртнă Владимир Иванович.
Канашлура çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене газпа уйрăммăн хутса ăшăтасси çине куçарас ыйтусене те хускатнă. Çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсен тата ертсе пыракан компанисен представителĕсене çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сведенийĕсен пĕрлĕхлĕ никĕсне йĕркелеме информаци пама сĕннĕ, мĕншĕн тесен çав списока лекмен çуртсем çитес çулсенче тĕпрен юсамалли программăна кĕреймĕç.
В. ЯКОВЛЕВА.