Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Предпринимательсен кунĕ

Авăн уйăхĕн виççĕмĕшĕнче районта предпринимательсен кунĕ пулчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан В. Григорьев, Чăваш Республикин культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министрĕ В. Ефимов хутшăнчĕç.

Районти предпринимательство юхăмĕн аталанăвĕ çинчен тата çĕнĕ ĕçе пуçăнакан çынсене Чăвашъенре мĕнле пулăшни пирки район администрацийĕн экономикăпа пурлăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н. Яковлев тĕплĕн каласа пачĕ. Пенси страхованийĕнчи çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен Пенси фондĕн управленийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ М.Маренина паллаштарчĕ.

Патшалăх харпăр хăй ĕçне пуçăнакан пултаруллă çынсене яланах пулăшать. Акă, кăçал та типĕ те вĕтетнĕ выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе вăй хуракан С. Муравьева 0,14 млн. тенкĕллĕх грант çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех Федераци, республика тата вырăнти бюджетран та районти предпринимательсене 5,37 млн. тенкĕлĕх пулăшу пама йышăннă.

Районти çĕнĕ ĕçе пуçăнакан 3 фермера 1,1 миллионшар тенкĕ укçан пулăшу панă, В. Ермолаев хресченпе фермер хуçалăхне çемье выльăх-чĕрлĕх комплексĕ çĕклеме 4,95 млн. тенкĕ уйăрнă.

Чи хастар предпринимательсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан В. Григорьев хисеп хучĕсемпе чысларĕ, малашлăх ĕçĕнче çитĕнÿсем сунчĕ.

Г. МИХАЙЛОВА.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 сентября 2013
15:57
Поделиться