Андриян Николаева асăнса
Кăçалхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР летчик-космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ ятне илнĕ Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев пурăннă пулсан 84 çул тултаратчĕ. Виçĕмкун паттăр ентеше асăнса Шуршăл ялĕнче митинг пулса иртрĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Андриян Николаевăн хĕрĕ Елена Николаева-Терешкова хăйĕн мăшăрĕпе – Андрей Родионовпа тата Андриян ывăлĕпе килсе çитрĕç. Çавăн пекех ентешĕмĕр çуралнă кунне паллă тума Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ, Раççейăн çарпа сывлăш вăйĕсен саппасри полковникĕ Владимир Титов, Раççей Федерацийĕн летчик-космонавчĕ, Раççейăн Çарпа сывлăш вăйĕсен саппасри полковникĕ Василий Циблиев, Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Владимир Григорьев тата ытти хисеплĕ хăнасем те хутшăнчĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев уява пухăннисем умĕнче саламлă сăмахсем каланипе пĕрлех пирĕн ентешĕмĕрпе эпир чăннипех те тĕрĕс мухтаннине палăртрĕ. «Ахальтен-и чăваш кăйкăрĕ хăйĕн ятне çех мар, чăваш çыннин ятне те тĕнче çÿллĕшне çĕклерĕ, тĕнчипе чапа кăларчĕ. Космос уçлăхĕн вилĕмсĕр паттăрĕ пулса тĕнчери космос историйĕн страници çине ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Çитĕнекен çамрăк ăрăвăн Андриян Николаев ятне çÿле çĕклемелле, унран тĕслĕх илмелле. Çамрăк космонавтсемпе кадетсен шкулĕнче вĕренекенсем те чăваш кăйкăрĕн паттăрлăх хĕлхемĕпе ÿсĕç, ентешĕмĕр пек пулма тăрăшĕç», – çирĕплетсе каларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев. Çак шухăша малалла тăсса Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов та хăй космос паттăрĕн ентешĕ пулнишĕн мăнаçланнине палăртрĕ. Çамрăксене вара Раççейăн чăн-чăн патриочĕсем пулма космос паттăрĕн тĕслĕхĕ çинче çитĕнтермелле, терĕ.
Космонавтăн хĕрĕ Елена Николаева-Терешкова хăйĕн ашшĕне Чăвашъенре çав таранччен хисепленĕшĕн, ăна асăнса ятне çÿлте тытнăшăн Республика ертÿçисене, пĕтĕм Чăваш Республикинчи çынсене чĕререн тухакан тав сăмахĕ каларĕ, çавăнпа пĕрлех çакна та аса илчĕ, «Атте нихçан та хăй чăваш пулнишĕн вăтанмасчĕ, Чăваш Республикине чунтан юрататчĕ, уншăн ĕмĕрĕ тăршшĕпех тăрăшатчĕ». Тав сăмахĕсемпе пĕрлех Елена Андияновна кĕçех Шупашкарта мухтавлă космонавт ячĕпе планетари çуртне çĕклесси пирки те асăнчĕ. Унта вара шкул ачисем тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсем, астрономи урокĕсем ирттерĕç.
Уяври чаплă самантсенчен пĕри культурологи докторĕ, И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, чăваш-раççей-украина Кокель культура проекчĕн ертÿçи В. Васильевпа Раççей халăх художникĕ, Раççей ÿнер академийĕн членĕ, Чăваш Республикин художникĕсен Союзĕн председателĕ Ф. Ревель Шуршăлти А.Николаев мемориал комплексне Украина художникĕн В.Ковтунăн сăрăсемпе ÿкернĕ Н. Бударинпа М. Манаров космонавтсен портречĕсене парнелени пулчĕ. Чаплă лару-тăрура иртнĕ митинг хыççăн пухăннисем А. Николаевăн вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç, çывăхри паркра асăнмалăх чăрăшсем лартрĕç, космонавтăн Мемориал комплексне кĕрсе унти пуян экспозицисемпе, интереслĕ экспонатсемпе паллашрĕç. А. Г. Николаевăн кĕçĕн мăнукĕ Андриян, кукашшĕ, ача чухне шкул çулĕсенче ларнă парта хушшине тата космосран вĕçсе килнĕ паттăра турттарнă çăмăл машина çине те ларса курчĕ.
Юлашкинчен хисеплĕ хăнасем А. Николаевăн ачалăх çулĕсем иртнĕ пÿрте кĕрсе, пулас космос паттăрне çитĕнтернĕ пÿрт ăшчиккийĕн, стенисен асамлăх вăйне чун-чĕрипе туйрĕç.
Тăван халăх асăнче Андриян Николаевăн таса сăнĕ малашне те çутă та ырă пулĕ.
Г. ТРИФОНОВА.