Паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем
Шăпах çапла калас килет иртнĕ юнкун пирĕн республикăра (çав шутра пирĕн районта та) иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ тăватă тĕп ыйту пирки. Паллах, çурла уйăхĕ вĕçленсе пынă май ялхуçалăх предприятийĕсен уй-хирĕсенче те вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Эппин, кăçалхи ĕççи мĕнле пыни çинчен калаçма, малтанхи кăтартусене пĕтĕмлетме шăпах вăхăт.
Республикăра пурăнакан çынсен сывлăхĕ мĕнлерех шайра пулни те калаçтарчĕ иртнĕ информкунра çак темăна та чи çивĕччисен шутне кĕртнĕ. Виççĕмĕш ыйту вара «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ системи çинчен» калакан çĕнĕ саккун мĕнлерех вăя кĕрсе пыни тавра пулчĕ. Ара, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕç-çке-ха, çĕнĕ вĕренÿ çулне тивĕçлипе кĕтсе илес тĕллевпе педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсем умĕнче тăракан задачăсем сахал мар.
Нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр та кĕçех çитĕ. Çавна май ЖКХ системипе çыхăннă чылай ыйту хумхантарать халăха. Вĕсем пирки те анлă калаçу пулчĕ информкунра.
Асăннă мероприяти пирĕн районта та пысăк активлăхпа иртрĕ. Чи малтанах предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, тĕрлĕ шайри депутатсем, район тата хула администрацийĕсенче вăй хуракансем ирхи сакăр сехет тĕлне район администрацийĕн пысăк залне пуçтарăнчĕç. Кунта пухăннисен умĕнче çÿлерех асăннă темăсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова, район больницин тĕп врачĕн çумĕ Л. Албутова, «Нам-ЭКО» ООО тĕп директорĕ А. Никаноров, район администрацийĕн çутĕç пайĕн пуçлăхĕ С. Арсентьева тата ыттисем те тухса калаçрĕç.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунне пирĕн района шĕкĕр Шупашкартан килнĕ Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин пуçлăхĕ С. Димитриев ертсе пыракан информушкăн та хутшăннă. Ун шутĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин коррупцие тата экономикăлла преступленисене хирĕç кĕрешекен управлени пуçлăхĕн çумĕ А. Ботин, Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тариф енĕпе ĕçлекен Патшалăх службин ертÿçин çумĕ А. Елисеева, Чăваш Республикин технадзор Патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Кузьминов, Республикăри статистика службин ертÿçи Э. Максимова пулчĕç. Вĕсем вырăнти информаторсемпе пĕрле темиçе ушкăна пайланса пирĕн тăрăхри чылай ĕç коллективĕсенче пулса, халăхпа куçа-куçăн курса калаçрĕç, çынсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç. Тĕслĕхрен, районти тĕп больницăра, культура учрежденийĕсенче, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта, «Пирĕн сăмах» хаçат редакцийĕнче, çыхăну уйрăмĕнче, районти пушар хуралĕнче, шалти ĕçсен пайĕнче, «Техиндом» муниципалитет унитарлă предприятийĕнче, Перекет банкĕнче тата ытти нумай-нумай ĕç коллективĕсенче пулчĕç. Çак тĕлпулусем халăхшăн та, информушкăн членĕсемшĕн те усăллă иртни каламасăрах паллă. Ара, вĕсенче паянхи куншăн чи çивĕч, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç-çке.
С. ИВАНОВА.