Сывлăх хуралĕнче
Сĕнтĕрпуç ялĕнче 500 çын ытла пурăнать. Паллах, нумайăшĕн çулĕсем сахал мар. Медицина пулăшăвĕсĕр кун пеккисене пурăнма кансĕртерех. Турра шĕкĕр, ялта фельдшер пункчĕ пур. Унта кашни кунах 7-8 çын кĕрсе тухать. Камăн юн пусăмне виçтермелле, камăн укол е ытти процедура тутарттармалла, камăн пульница листи, камăн Сĕнтĕрвăрринчи тĕп пульницăна кайма направлени илмелле тата ытти те. Ирина Никонорова фельдшер пур пациента та тараватлăн кĕтсе илет, кирлĕ пулăшу е сĕнÿ парать. Кунта вăл чылайранпа, 1996 çултанпа, вăй хурать. Аксарин ялĕнче çуралнă хĕр Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Кайран Сĕнтĕрпуçне ĕçлеме килнĕ, кунтах хăйĕн мăшăрне тупнă. Халĕ Никоноровсен икĕ хĕр çитĕнет. Асли, Оксана, 8 класа куçнă, кĕçĕнни, Аня, 1-мĕш класа кайма хатĕрленет.
Сĕнтĕрпуçĕнчи фельдшер пункчĕ Сĕнтĕрвăрринчи тĕп пульницăн участок врачне Л.Демьяновăна пăхăнса тăрать. Вăл кунта график тăрăх килсех çÿрет, йывăртарах чирлисене йышăнать. И. Никонорова фельдшера вара Т. Шашлова санитарка пулăшса пырать.
И. ВАСИЛЬЕВ