Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыв ыйтăвĕ пирки

Ку тăрăхри ялсенче шыв ыйтăвĕ çивĕч пулни палăрмарĕ. Халĕ ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ уйрăм çăл (скважина) чавтарнă. Сăмахран, Турханкассинчех уйрăм кулатасен шучĕ 85. Колонкăран юхакан шывпа усă куракансем те пур. Анчах кун пеккисен шыв пăрăхĕсен системине тытса тăма тата ĕçлеттерме укçа пуçтарма лекет. Ял çыннисем тăкаксене кура тарифсене пухусенче хăйсем çирĕплетеççĕ. Усă курнă шыв шутне ятарлă счетчик палăртать. Перекетлĕн усă курсан тÿлемелли те нумая кайса лармасть – уйăхне çын пуçне 35-40 тенкĕ çеç тивет.

Паллах, йывăрлăхсемсĕр мар. Сăмахран, асăннă Турханкассинчех çĕнĕ башня кирли куçкĕрет. Кивви Çĕнĕ урама шывпа тивĕçтереймест.

И. ИГОРЕВ.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
17 августа 2013
15:37
Поделиться