М. Игнатьев спортсменсемпе тĕл пулнă
Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Хусанти çуллахи XXVII Универсиадăна хутшăннă спортсменсемпе, вĕсен тренерĕсемпе тата суд корпусĕн представителĕсемпе тĕл пулнă. Вăл спортсменсене ăнăçлă ăмăртнăшăн тав тунă, чăваш халăхĕ яланах ĕçе, спорта юратнипе уйрăлса тăнине палăртнă. Çавăн пекех Михаил Васильевич çĕнтерÿçĕ спортсменсем çитĕнекен ăрăва воспитани парас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каланă.
Универсиадăна Раççейăн суйласа илнĕ командин йышĕнче пирĕн республикăн 7 спортсменки хутшăннă. Палăртма кăмăллă, чăваш хĕрĕсем 9 медаль (2 ылтăн медаль, 4 – кĕмĕл, 3 - бронза) çĕнсе илнĕ. Республика Пуçлăхĕ спортсменкăсемпе вĕсен тренерĕсене укçан преми илме сертификатсем панă.
НАШ КОРР.