Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юлашки шăнкăрав юлашки урока йыхравларĕ

Иртнĕ кĕçнерникунпа эрнекун районти пур шкулсенче те юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Ÿак кун уйрăмах вăтам шкул пĕтерекенсемшĕн хумхануллă. Ара, вĕсен патшалăх экзаменĕсене панă хыççăн çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тăма лекет-çке.

Юлашки шăнкăрав уявĕ хулари пĕрремĕш номерлĕ гимназире чаплă лару-тăрура иртрĕ. Шкул пĕтерекен 23 шукăль тăхăннă каччăпа хĕр (районĕпе 11-мĕш класс пĕтерекенсем – 98) уйрăмах савăнăçлăн курăнчĕç çав кун. Вĕсене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов, район пуçлăхĕ В. Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Давыдова, «НамЭКО» ООО директорĕ А. Никоноров тата ытти сумлă хăнасем килсе çитрĕç, шкул пĕтерекенсене нумай ăшă сăмахсем каларĕç, пирĕн паллă ентешсенчен – А. Николаев космонавтран, Елена Николаева Олимп вăййисен чемпионкинчен ырă тĕслĕх илме чĕнсе каларĕç.

Торжествăлла мероприяти юлашки шăнкăравпа вĕçленчĕ. Ун хыççăн шкула пынă хаклă хăнасем шкул пĕтерекенсемпе юлашки урок ирттерчĕç, вĕсене хăйсен пурнăç опычĕпе паллаштарчĕç, ырă сĕнÿсем пачĕç.

И. ЛЬВОВ.



25 мая 2013
16:59
Поделиться