Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Субботнике – кар тăрса

Юр ирĕлсе пĕтнĕренпе чылай вăхăт иртрĕ пулни те пирĕн хулара (уйрăмах çырмасенче, Атăл хĕрринче, çăвасенче) çÿп-çаплă вырăнсем тĕл пулаççĕ. Урамсемпе парксене те кирлĕ сăн-сăпат кĕртсе çитермен-ха. Çавăнпа та çанă тавăрса ĕçлемелли çителĕклех. Хула таса та илемлĕ пуласси нумай чухне хамăртан килет. Хулара пурăнакан кашни çыннăн çакăншăн хăйĕн яваплăхне туйса илмелле, май килнĕ таран хăйĕн тÿпине хывмалла. Нумайăшĕ, паллах, çапла тăвать те.

Акă, иртнĕ кĕçнерникун район тата хула администрацийĕсен ертÿçисен пуçарăвĕпе Сĕнтĕрвăрринче черетлĕ субботник иртрĕ. Хальхинче тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем кар тăрса хулари масара тирпейлерĕç. «Пирĕн сăмах» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсем те активлăн хутшăнчĕç çак мероприятие.

Калас пулать, хулари масар çинче те пысăк тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Кама айăпламалла-ши куншăн. Паллах, чи малтан масар çине вилнисене асăнма пыракансене. Вĕсем хăйсем хыççăн нумай çÿп-çап (уйрăмах пластик бутылкăсем, пакетсем) пăрахса хăвараççĕ. Сысна та хăй выртакан вырăна вараламасть, теççĕ. Çын вара сыснаран та сĕмсĕртерех-ши. Тĕрĕссипе, пушаннă савăта, пакетсемпе бутылкăсене çăва территорийĕнче хăварма кирлĕ мар, ăна пĕрле илсе тухса çÿп-çап контейнерне пăрахма пулать. Темшĕн-çке нумайăшĕн çапла тума çаврăнăçулăх çитмест. Мĕншĕн-ха ăнланмастпăр, вараламасан пуçтарма та кирлĕ мар-çке!

Çав вăхăтрах çăва çывăхĕнче контейнерсем лартса памалла, вĕсене вăхăтра пушатса тăмалла. Кунта, паллах, халăхăн та, вырăнти влаçăн та яваплă пулни кирлĕ.

Хисеплĕ сĕнтĕрвăррисем! Айтăр пурте çине тăрсах хамăрăн юратнă хулана илемлĕрех те хитререх тăвассишĕн тăрăшар! Сĕнтĕрвăрри республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те чи илемлĕ, туристсемшĕн илĕртÿллĕ пуласси пирĕнтен кашни хăйĕн тÿпине хывнинчен килет.

И. ЛЬВОВ.



20 мая 2013
17:00
Поделиться