Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ака техники сĕлĕ уйне тухрĕ

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать» тенĕ вăхăт сисмесĕрех çитрĕ. Урăхла каласан, пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем те çурхи акана пуçларĕç. , нер М. Тагеев фермер хуçалăхĕ районта чи малтан сĕлĕ акма тухрĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксене, кĕрхи культурăсене сÿрелес, апатлантарас ĕçсене илсессĕн, кăçал «Нам ЭКО» ООО пуринчен малтан пуçарулăх кăтартрĕ. Палăртмалла, çак хуçалăх уй-хир ĕçĕсене çĕнĕ йышши техникăна анлăн явăçтарать. Тĕслĕхрен, кĕрхи культурăсене сÿрелеме çак вăхăтра «Кактус» ятлă агрегатпа тухнă. Кунашкал сÿре типтерлĕ ĕçлет, çăмăл пулнă май çамрăк калча тымарĕсене ватмасть тата ытти те.

Çурхи акана кĕске тапхăрта тата пахалăхлă ирттерсе ярасси – районшăн питех те яваплă задача. Унăн калăпăшĕ те пысăк. Тĕслĕхрен, çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене кăна 5770 гектар çинче акса хăвармалла. Çĕрулми, планпа палăртнă тăрăх, 536 гектар йышăнмалла. Çавăнпа та çак тапхăрти кашни кун, кашни сехет пур хуçалăхсемшĕн пĕлтерĕшлĕ те хакра пулма кирлĕ.

Аса илтерер, иртнĕ çул вĕçĕнче районта пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсене 1976 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем япăхах мар хĕл каçнине палăртаççĕ специалистсем. Имшертереххисене удобренипе апатлантарса аталантарма шанăç пур. Хальлĕхе (кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчи кăтартусем тăрăх) районти аграрисен запасра мĕнпурĕ 792 тонна удобрени, çакă пĕтĕмпе кирлин 54, 8 яхăн проценчĕпе танлашать.

И. ПАВЛОВА.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 апреля 2013
12:53
Поделиться