Вĕрентÿ сферине – пысăк тимлĕх
Чăваш Республикинчи профсоюзсен организацийĕсен «Чувашрессовпроф» пĕрлешĕвĕн председателĕнçумĕ В. Ильин тата райадминистрацин вĕрентÿпеçамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи И. Юшкова информкун йĕркинчи темăсенеçутатса пама Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалне килсеçитрĕç, пухусен залĕнче кунти ĕç коллективĕпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.
Чи малтанах филиал ертÿçи В. Павлов сăмах илчĕ, информаторсемпе паллаштарчĕ, филиал ĕçĕ-хĕлĕçинчен кĕскен каласа пачĕ.
Шупашкартан килнĕ хăна В. Ильин Тăванçĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 68çулçитнине аса илтерчĕ. Çавна май хулари тата ялсенчи урамсенче, парксемпе скверсенче,çăвасенчеçине тăрсах тирпей-илем кÿмеллине палăртрĕ. Информкун йĕркин виççĕмĕш ыйтăвĕçинче те чылай чарăнса тăчĕ. ,çкĕ-çикĕпе алкоголизма хирĕç кĕрешесси республикăра ăнăçлă пырать теме юрать. Статистикăна илес пулсан, эрех ĕçнипе вилнĕ тĕслĕхсем, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 33,6 процент чакнă. Çапах та профилактика енĕпе ĕçлемелли нумай-ха.
Çын пуçне эрех ĕçнине шута илес пулсан, Канаш, Красноармейски, Куславкка, Тăвай районĕсем малта пыраççĕ. Шупашкарта та ку кăтарту чаплах мар. Юлашкиçулсенчеçамрăксене ĕçке ерессинчен сыхланма республика правительстви, официаллă органсем тата обществăлла организацисем нумай ĕç тăваççĕ. Суту-илÿ точкисенче эрех сутнине тĕрĕслесе тăрассине вăйлатнă,çак йĕркесене тытса пыма ятарлă правилăсем пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсене пăсакансене административлă тата ытти майпа явап тыттарасси йăлана кĕрсе пырать.
И. Юшкова информатор, хăйне сăмах парсан, вĕрентÿ системинчи улшăнусемçинчен каласа кăтартрĕ. 2013çулта Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системинеçĕнетме 591, 7 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. 144, 2 млн. тенкĕ шкулсене тата вĕрентÿ учрежденийĕсене юсама кайĕ. Республикăри 115 шкулта капиталлă юсав тума - вĕсен тăррисене, чÿрече кăшăлĕсене, инженери системисене улăштарма - палăртнă. Шкулсенеçĕнĕ йышши компьютерсемпе, вĕрентÿпе лаборатори, производство тата спорт оборудованийĕпе тивĕçтерме 106,4 млн. тенкĕ уйăрнă.
Пирĕн районти шкулсенче паянхи кун тĕлне 431 компьютер шутланать. Кашни вĕренÿ заведенийĕнчех Интернет ĕçлет, кашни шкулăн хăйĕн сайт пур.
Кăçал пуçламăш классенче вĕрентекенсене автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсен комплекчĕсемпе тивĕçтересси малалла пулса пырĕ. Çитесçул тĕлне пур шкула та спорт инвентарĕсемпе туллин тивĕçтермелле.
Физикăпа математика предмечĕсене вĕрентессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. Шкултан вĕренсе тухнă чух пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕнче физикăпа тата математикăпа (уйрăмшарăн илсен) 70 балран ытларах пуçтаракансене тата профессионаллă вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕрекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012çулхиçĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн ятарлă стипенди (2000 тенкĕ) парса хавхалантарĕç. Пĕтемĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче инженери класĕсем йĕркелесси те малалла пырĕ. Республикăри кун пек шкулсен шучĕ 50çитĕ (халĕ 35). Малашне робототехникăна вĕрентессине те пысăк тимлĕх уйăрĕç.
Шкул ачисен сывлăхĕ вĕсене пахалăхлă апатçитернинчен те нумай килет. Кăçал республикăри шкулсенчи столовăйсене модернизацилеме 70 млн. тенкĕ уйăрнă. Пĕлтĕр Шуршăлти вăтам шкулăн столовăйĕçак программăна хутшăнсаçĕнелчĕ.
Тÿлевсĕр учебниксемпе тивĕçтересси те планпа палăртнă пек пурнăçланса пырать. Республикăра ăна валли 196,96 млн. тенкĕ уйăрнă.
Шкул автобусĕсен паркĕ теçĕнелсех пырать, вăл шутра пирĕн районта та.
Вĕрентекенсен ĕç укçи ÿссе пынине те палăртма кăмăллă. Кăçалхиçулталăк вĕçне унăн вăтам шайĕ республикăри ĕç укçин вăтам шайĕпе танлашмалла.
Юлашкиçулсенче инвалид-ачасене дистанци майĕпе вĕрентессиçирĕп тымар ячĕ. Халĕ республикăраçак майпа 180 ача вĕренет. Вĕсене компьютерпа тата Интернетçыхăнĕвĕпе ятарлă патшалăх программипе килĕшÿллĕн тивĕçтернĕ.
Пуçтарăннисем информаторсене питĕ тимлĕн итлерĕç. Вĕсене сахал мар ыйтусем пачĕç, профсоюзсем ĕçлекенсен прависене епле хÿтĕлеççĕ. Вĕрентекенсен ĕç укçине ÿстермеллиçăлкуçсем ăçта. Мĕн вăл шкул столовăйĕсене модернизацилени. Информаторсемçак тата ытти ыйтусемçине тĕплĕ хуравсем пачĕç.
И. ВАСИЛЬЕВ.