Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Модернизацин тĕп тĕллевĕ – пахалăхлă пĕлÿ парасси

Чăваш Республикин вĕрентÿпеçамрăксен политикин министрĕнçумĕ С. Кудряшов, районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Н. Давыдова Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Шуршăлти тата Шĕнерпуçĕнчи шкулсенеçитсе килчĕç. Çак кун сÿтсе явмалли темăсен шутĕнче пĕтĕмĕшле пĕлĕве модернизацилес ыйту та тăнăран вĕрентÿ заведенийĕсенчи тĕлпулусенче вăл малти вырăна тухса тăчĕ. Çакăнпа пĕрлех информаторсем тавралăха типей-илем кĕртессипе, эрех-сăрапа иртĕхессине асăрхаттарассипеçыхăннă ыйтусене те айккинче хăвармарĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлĕве модернизацилесси пирĕнçĕршывра виççĕмĕшçул пырать. Çак ĕç валли патшалăхçулсерен пысăк сумма уйăрать. Вăл миллиардшар тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикинче те модернизаци системин ырă енĕсемçулсерен уçăмлăрах та витĕмлĕрех палăраççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ системине модернизациленин тĕп тĕллевĕ вăл – вĕрентÿ пахалăхне ÿстересси. Тĕллев пурнăçлантăр тесен педагогсен, учительсен, воспитательсен профессионализмĕ теçÿллĕ шайра пулмалла,çакăнпа пĕрлех шалу укçийĕ те тивĕçтермелле, вĕрентÿ учрежденийĕсенчи (çитес вĕренÿçулĕнчен пурнăçланма тытăнакан вĕрентÿçинчен калаканçĕнĕ саккунпа учрежденисем мар, организацисем пулĕç) пурлăх бази те тĕпренçĕнелмелле тата ытти те.

Вĕрентÿ министрĕнçумĕçак ыйтусемçинче питех те тĕплĕ чарăнчĕ. Чылайăшне кăсăклантаракан ĕç укçи ÿсĕвĕ пирки калас пулсан, ăнаçакçулта республикăри экономикăри вăтам ĕç укçин шайнеçитермелле. Ÿсев тапхăрăн пурнăçланать. Çак йĕркепе районăн вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Н. Давыдова та паллаштарчĕ.

Шкулти вĕрентĕве те модернизаци сахал марçĕнĕлĕх кÿрет. Тĕслĕхрен, вĕренÿ кĕнекисемпе кăçал тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Шкул столовăйĕсенеçĕнĕ, энергие перекетлекен оборудованисемпе тивĕçтересси малалла пурнăçланать. Пĕлтĕр пирĕн районта кунашкал оборудование Шуршăл столовăйĕнче вырнаçтарнă. Министерство представителĕ вăл епле ĕçленипе уйрăммăн кăсăкланчĕ, паллашрĕ. Кăçал районти тепĕр виçĕ шкулти апат-çимĕç блокĕсемçĕнелмелле.

Шкулсенчи автобус паркĕсем те эффективлăрах техникăпаçĕнелеççĕ. Хальхи тапхăрта маларахри йывăр таçаврăнăçусăртарах автобуссене микроавтобуссемпе е «Паз» йышшисемпе улăштараççĕ. Кунашкаллисем кăçал районти икĕ шкулаçитмелле.

Модернизаци шайĕнчех пуçламăш классене те компьютер оборудованийĕ килмелле. Хамăр района илес пулсан,çакнашкалли 12 комплектçитмелле.

Сергей Владимирович Вĕрентÿ министерствинче професси паракан вĕрентÿ системишĕн яваплă пулнăранçак енри улшăнусемпе,çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Професси паракан учрежденисене аккредитацилесси, вĕсен эффективлăхне тĕрĕслесси ахальтен мар, вĕсенчен ĕç майне пĕлекен, квалификациллĕçамрăксем тухмалла. Пысăк технологиллĕ производствăсемçавнашкал кадрсем ыйтаççĕ.

Аслă пĕлÿ паракан заведенисене илсессĕн, вĕсем кирлине е ытлашши пулнине регионсем хăйсем палăртма тивĕç.

Вĕрентÿçинчен калаканçĕнĕ саккун та тĕлпулусенче тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ.

Икĕ шкул коллективĕнче учительсенчен тухнă ыйтусем те хуравсемсĕр юлмарĕç.

Министрçумĕ тĕлпулусем ирттернипе пĕрлех вĕренÿ класĕсемпе паллашрĕ, Шĕнерпуçĕнче шкулти музейпе те кăсăкланчĕ.

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 апреля 2013
14:38
Поделиться