Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутатсен черетлĕ ларăвĕ

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрринчи депутатсен район Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ – депутатсен район Пухăвĕн председателĕ В. Морозов ертсе пынă. Ларăва çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев хутшăннă.

Районăн саккунсем кăларакан влаçĕн представителĕсем районăн 2012 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланине пăхса тухнă, Сĕнтĕрвăрринчи депутатсен район Пухăвĕн «Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн 2013 çулхи тата 2014-2015-мĕш çулсенчи планлă тапхăрĕн бюджечĕ çинчен» калакан решенине улшăнусем кĕртесси çинчен, Чăваш Республики 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» йышăннă Саккунне пурнăçламалли майсене палăртнă, пĕр саслă пулса килĕшмелле решенисем йышăннă. Доклад тăвакансем район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Л. Данилова тата район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ К. Евдокимов пулнă.

В.ЯКОВЛЕВА.



06 апреля 2013
13:49
Поделиться