Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе яватпăр
В. Васильев, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:
– Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех кăçал пурнăçламалли ĕçсем çинче те тĕплĕ чарăнать. Мана, çĕр ĕçне çывăх çынна, аграри отраслĕ Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ тапхăрта малалла мĕнле çулпа утăмласси кăсăклантарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ производствăна тÿрремĕн субсидилесси урăхла пулăшу майĕсемпе улшăнма тытăнассине пытармасть. Çĕнĕ условисенче Чăваш Енри аграри отраслĕ çухалмалла мар, мĕншĕн тесен, тĕслĕхрен, кунта экологи тĕлĕшĕнчен шанчăклă апат-çимĕç туса илме тата технологисен рынокне аталантарма пĕтĕм май пур. М. Игнатьев палăртнă тăрăх, паянхи куна республикăн таса апат-çимĕç продукцийĕн коллективлă брендне тăвассипе çыхăннă йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçланă. Ялхуçалăх организацийĕсем хăйсем пăхса ÿстерекен е туса илекен продукцие сертификацилессипе халиччен ĕçлемен мар. Кăçал та çак ĕçе малалла тăсма тĕллев лартнă. Ăнланмалла, продукци сутăнтăр тесен, çапла тумасăр май çук.
В.Кириллов, Шĕнерпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ:
– Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри лару-тăрăва тишкерсе уççăн хак пани кăмăла кайрĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне хакласа муниципалитет пĕрлĕхĕсене пысăклатас тени пĕлтерĕшлĕ. Чăн та, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене кулленхи çивĕч ыйтусене пур чухне те кирлĕ пек татса пама ресурссем çителĕксĕррине, кадрсем хавшакраххине кура тата ытти сăлтавсене пула йывăртарах. Муниципалитет пĕрлĕхĕсене пысăклатас ĕçе анлăн сÿтсе явса, халăх шухăшне шута илсе тума тĕллев лартни те вырăнлă.
М. Михайлов, пенсионер, хăй вăхăтĕнче заводра инженерта тăрăшнăскер:
– Мана М. Игнатьев паянхи пурнăçра çĕнĕ технологисене аталантарасси çинчен анлăн калани килĕшрĕ. Çак ене тытса пыни чылай сферăра тăкаксене чакарма, ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшать. Çапла пултăр тесен, пысăк ăсталăхлă ĕçченсем кирлĕ республикăна. «Енчен те предприяти ертÿçи хăйĕн ĕçченĕсене вĕрентсе хатĕрлес тата вĕсен ăсталăхне ÿстерес пирки пит тăрăшмасть, вĕсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеме кирлех мар тесе шутлать пулсан, унашкал предприяти çитĕнÿ тăвайманни куç кĕрет», – палăртать вăл хăйĕн Çырăвĕнче, тĕслĕхсем те илсе кăтартать.
С. Петров, предприниматель:
– Иртнĕ кĕçнерникун ЧР парламенчĕн вуннăмĕш сессийĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çуллен Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Тимлесех итлерĕм. Чăваш Республикин регионсем хушшинчи кăçалхи рейтингĕ пысăк пулни мана та савăнтарать. Апла пулсан чăваш ячĕ тĕнчере ятлă-сумлă пулĕ, ырă енпе янăрĕ, вăл хăйĕн конкуренци пултарулăхне кăтартĕ. Предприниматель пулнă май мана пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕ памалли программăна малашне те тухăçлă ĕçлеттерме палăртни çĕнĕ шанăç кÿрет, хамăн ĕçлекен производствăна татах та анлăлатма майсем туса парать. Ку вара çĕнĕ оборудованисем илме çех мар, ĕçлекенсен йышне ÿстермелли лайăх пулăм та.