Тунă ĕç те курăмлă, малашлăх та пысăк
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин «Врачсен ăсталăхне ÿстерекен институт» автономи учрежденийĕн ректорĕ Л.Герасимова тата район администраци пуçлăхĕн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ К. Федорова ертсе пыракан информушкăн Раççей Федераци Сбербанкĕн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿри уйрăмĕн Сĕнтĕрвăрринчи хушма офисĕн, «Техиндом» МУП, хулари газ участокĕн тата «Халăха социаллă пулăшу паракан Сĕнтĕрвăрринчи центр» бюджет учрежденийĕн ĕç коллективĕсемпе тата ветерансен «Савăнăç» клуб членĕсемпе тĕл пулчĕ.
Шупашкартан килнĕ хăна информкун йĕркинче тăракан тĕп темăна – Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва – анлăн çутатса пачĕ. Людмила Ивановна çак пĕлтерĕшлĕ документа икĕ пая пайлама пулать, терĕ. Пĕри – республикăн иртнĕ тапхăрта тунă çитĕнĕвĕсем, тепри – малашне пурнăçламалли тĕллевсемпе задачăсем. Тĕпрен илсен, Чăваш Ен экономика енĕпе япăх мар аталанса пырать, нумай кăтартусемпе Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчен ирттерет. Сăмахран, машинăпа оборудовани тăвассипе эпир халĕ округра малтисем. Раççейри кашни виççĕмĕш бульдозера, кашни çиччĕмĕш груз вагонне пирĕн республикăра туса кăлараççĕ. Кунпа эпир тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Ял хуçалăхĕнчи тата продукцие типтерлекен сферăри çитĕнÿсем те кăмăла çĕклеççĕ. Атăлçи тăрăхĕнче гектар пуçне сĕт тата аш туса илессипе пирĕн республика малтисенчен пĕри. Кунта пысăк агрофирмăсен (Вăрнарти аш комбиначĕ, «Çĕрпÿри Бекон», «Акконд-агро», «Чăваш бройлерĕ», Тутаркассинчи чăх-чĕп фабрики, Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» агрофирма) тÿпи çеç мар, хресчен е фермер хуçалăхĕсен тÿпи те сахал мар. Пĕчĕк ялхуçалăх формисене аталантарма пĕлтĕр 4,4 миллиард тенкĕ çăмăллăх кредичĕ (малтанхи çултан 40 процент ытларах) уйăрнă. Çак пулăшăва пулах çĕнĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркеленсе пыраççĕ, вăл шутра пирĕн районта та. Ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсене грантсемпе пулăшасси те (конкурссен итогĕсем тăрăх, паллах) йăлана кĕрсе пырать. Кун пек пулăшăва пĕлтĕр Октябрьскинчи фермер М. Тагеев та тивĕçнĕччĕ.
Халăхăн пурнăç шайне палăртакан тепĕр кăтарту вăл – вăтам ĕç укçи. Пĕлтĕр вăл 17301 тенкĕпе танлашнă. Бюджет учрежденийĕсенче вăй хуракансен шалăвне ÿстересси те палăртнă планпа пурнăçланса пырать. Пĕлтĕр учительсен вăтам ĕç укçи 16655 тенкĕ пулнă. Кăçалхи пĕрремĕш квартал вĕçне унăн республикăри вăтам ĕç укçипе танлашмалла. Ача сачĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕ çак шая çулталăк вĕçне çитĕ. Культура сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине вара 2018 çулччен хăпартса пырĕç (республикăри вăтам ĕç укçипе танлашиччен). Врачсен вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 23503 тенкĕ пулнă. 2018 çул тĕлне вĕсен шалăвĕ республикăри вăтам ĕç укçинчен икĕ хут пысăкрах пулĕ.
Тепĕр савăнтаракан пулăм вăл – ача çуратассин кăтартăвĕ ÿсни. Юлашки çирĕм çулхи тапхăра илес пулсан, пĕлтĕр çеç çуралнисен шучĕ вилнисенчен ытларах пулнă. Кунта Амăшĕн капиталĕн тÿпи пысăк тата республика правительстви ача çуратакансене пулăшас енĕпе йышăннă программăсене шута илмелле. Çамрăк çемьесене хваттер туянма тата çурт лартма çăмăллăх кредичĕсем пани те вырăнлă.
Врач пулнă май Л. Герасимова сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çинче те чарăнса тăчĕ. Ара, ку ыйтăва çÿлте асăннă Çырура та сахал мар тимлĕх уйăрнă-çке. Медицинăна аталантарас енĕпе йышăннă мерăсем çынсен пурнăçне тăсма май параççĕ. Шел пулин те, чĕлĕм туртасси, эрех ĕçесси, наркотиксемпе айкашасси йăларан йывăррăн тухса пырать. Кунта административлă майсемпе усă курни кăна сахал. Çынсене физкультурăпа спорта явăçтармалла. Халĕ кашни районтах физкультурăпа спорт комплексĕсем, стадионсем, катоксем пур. Урăхла каласан, сывлăха çирĕплетме тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пĕтĕм услови пур. Çырура каланă пек, «Чунна кахалланма ан пар!» çеç.
Людмила Ивановна Çырăвăн ытти положенийĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова вара унăн сăмахне районти лару-тăрупа çыхăнтарса пуянлатрĕ. Пуçтарăннисем информаторсене ыйтусем те сахал мар пачĕç. Аксарин ялĕнче пурăнакан Л. Емельяновăна, сăмахран, ачасене усрава илекен хĕрарăмсен çăмăллăхсем çукки пăшăрхантарать. Саккун 5 ача çуратнисене пенсие маларах кайма май туса панă. Çав вăхăтрах нумай ача усрава илекенсем кун пек çăмăллăхпа усă кураймаççĕ. Ку, ун шучĕпе, тĕрĕс мар. Л. Герасимова çак ыйтăва çулти шайра пăхса тухма шантарчĕ.
Информкуна пуçтарăннисене тата ветерансен «Савăнăç» клуб членĕсене Çĕнĕ Сала халăх хорĕ (çывхарса килекен уява – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне шута илсе) чаплă концертпа савăнтарчĕ.