Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çырури шухăшсене ырласа

Иртнĕ юнкунхи Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ район администрацийĕн çуртĕнче ир-ирех йышлă мероприятисемпе пуçланчĕ темелле. Республикăн тĕп хулинчен информаторсен ушкăнĕ килсе çитиччен, тĕслĕхрен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене е вăрçăра пуç хунă салтак арăмĕсене килти пурăнмалли условисене лайăхлатма май паракан ятарлă сертификатсем пачĕç. Асăннă кунхине мĕнпурĕ вунпĕр çын тивĕçрĕ çакнашкал çăмăллăха.

Çав кунхи мероприятисем «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» ятпа кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырури тĕп шухăш-тĕллевсемпе пĕр килчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Районти предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсене тухса кайнă информаторсем те халăхпа пĕрле асăннă Çырăва анлăн сÿтсе яврĕç. Информаторсен ултă ушкăнĕ ĕçлерĕ район территорийĕнче. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕпе В.Макеевпа, Федераллă миграци службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Р. Сидаковпа, Чăваш Республикинчи врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институт ректорĕпе Л. Герасимовăпа, Раççей Федерацийĕн Промышленноçпа суту-илÿ министерствин Чăваш Енри уйрăмĕн консультанчĕпе М. Астраханцевăпа пĕрле ĕç коллективĕсене район администрацийĕн представителĕсем те тухрĕç.

Район администрацийĕн пуç-лăхĕ Ю. Моисеев, Сĕнтĕрвăрри хулин администрацийĕн ертÿçи Л. Пьяночкина, районти вĕрентÿ пайне ертсе пыракан Н. Давыдова хулари 1" гимназири учительсен коллективĕпе тĕл пулчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев хăйĕн анлă та тĕплĕ Çырăвĕнче çамрăксене тĕрĕс воспитани парас, вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес темăна та çивĕч тăраканнисен шутне кĕртнĕ. Асăнса хăвармалла, республика пулăшăвĕпе (программăна кĕресси район администрацийĕ вăй хумасăр пулман) гимназири ачасем паян çĕнĕ те хăтлă классенче ăс пухаççĕ, çавна май вĕрентекенсен ĕç условийĕсем те лайăхланнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ отрасльсенче епле палăрнине уççăн сăнларĕ. Республика аталанать пулсан, вырăнти муниципалитетсен те çак çултан ÿксе юлас çук. Сĕнтĕрвăрри районĕ ку тĕлĕшпе курăмлă çитĕнÿсем турĕ. Гимназин пĕлтĕр хута кайнă çĕнĕ çуртĕнче те вĕрентÿ пахалăхĕ пысăк пулмаллине палăртрĕ Юрий Федорович. Çакă вара чи малтан вĕренекенсен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсенче палăрмалла.

Районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Давыдова асăннă тăрăх, иртнĕ çул кăна районти вĕрентÿ системи 20 млн. яхăн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Çакнашкал пулăшăва тÿрре кăлармалли каламасăрах паллă. Вĕрентÿ учрежденийĕнче инфомаци кунĕн темине тишкересси хăйне майлă диалог евĕр иртрĕ. Ун вăхăтĕнче учительсен «экзамен» та тытма тиврĕ темелле.

Хула администрацийĕн пуç-лăхĕ Л. Пьяночкина пухăннисене тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе активлăрах хутшăнма чĕнсе каларĕ.Учительсемпе калаçнă хыççăн информаторсен ушкăнĕ гимназири классене кĕрсе тухрĕ, вĕсенче вĕренекенсен пĕлĕвĕпе кăсăкланчĕ.

Хулара пулнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ ертсе пыракан ушкăн Октябрьскине çул тытрĕ, кунти райпо коллективĕпе тĕл пулчĕ, анлă юсав хыççăн ĕçлесе кайнă «Аниш» кафери çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 февраля 2013
00:00
Поделиться