Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕллехи ăмăртусене хатĕрленсе

Нарăсăн 14-15-мĕшĕсенче Йĕпреçре республикăра йăлана кĕнĕ хĕллехи ял спорт вăййисем иртĕç. Унта хутшăнма пирĕн район та активлă хатĕрленет темелле. Тĕслĕхрен, паян хоккеистсем Тăвайне тухса кайнă. Кунта хĕллехи ял спорт вăййисене лекмешкĕн уйрăм районсем хушшинче пирвайхи ăмăртусем иртеççĕ. Пирĕн хоккеистсен командинче тĕрлĕ ялсенчи спортсменсем выляççĕ, çак йышрах – район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев та.

Палăртмалла, республикăри хĕллехи ял спорт вăййисене хутшăнакансем вунпĕр тĕрлĕ спорт енĕпе вăй виçĕç. Механизаторсемпе дояркăсем те хăйсен ĕçĕнчи пултарулăхне тата спортпа туслă пулнине ĕнентерме тăрăшĕç. Кăçалхи ăмăртăва, акă, Шуршăл ял хутлăх территорийĕнчи дояркăсем хутшăнĕç. Механизаторсен командине те йĕркеленĕ, çавăнпа хамăр район кĕрешÿçисене ăнăçу сунмалли кăна юлать.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 февраля 2013
00:00
Поделиться