Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ çула - çĕнĕ хваттерте

Иртнĕ кĕçнерникун Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан 21 çемьешĕн паллă та савăнăçлă кун пулчĕ. Ара, алла çĕнĕ хваттер уççи илесси час-часах пулмасть-çке-ха пурнăçра. Çак таранччен кивĕ, юхăннă çуртсенче нушаланнă çынсемшĕн çĕнĕ те хăтлă хваттер – тĕлĕнмелле пысăк та паха парне. Çак парнене район администрацийĕ Çĕнĕ çул тĕлне хатĕрлеме пултарни пушшех те палăртуллă.

Хулари Коновалово микрорайонĕнче пĕр кунта тÿрех икĕ çурт хута кайрĕ. Котовский урамĕнчи 16 хваттерлĕ тата Дзержинский урамĕнчи 8 хваттерлĕ çуртсене патшалăхăн социаллă программине (граждансене авариллĕ тата юхăнчăк çуртсенчен куçарассипе çыхăннăскере) пурнăçласа кĕске вăхăтра туса лартнă. Кунта район администрацийĕпе пĕрлех строительство ĕçĕсен подрядчикĕсене те – «ВаЛеоН» тата «Современные строительные технологии» ОООсене тав сăмахĕ каламалла. Тĕслĕхрен, Дзержинский урамĕнчи çурта строительствăри çĕнĕ технологипе усă курса хута янă.

Пĕтĕмĕшле палăртсан, икĕ çурчĕ те хăтлă. Вĕсенче пурăнакансем патне ăшă индивидуаллă системăпа çитмелле тунă, ытти йышши коммуникацисен пахалăхĕ те тивĕçлĕ шайра темелле. Савăнса тата туса панă ырăлăха упраса пурăнма кăна пĕлмелле.

Граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарассипе пурнăçланакан программа шучĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕнче юлашки икĕ çул хушшинче мĕнпурĕ 80 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Унчченхи çулсенче вара çак социаллă программа район территорийĕнче çакнашкал хăвăртлăхпа пурнăçланайманни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Çĕнĕ çуртсем уçнă çĕре район пуçлăхĕ В. Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе çак кĕçнерникун савăнăçлă мероприяти кăна мар, темиçе ĕçлĕ канашлу та иртрĕ темелле. Ку ыйтусем çинче çĕнĕ çуртсем уçиччен район администрацийĕнче иртнĕ канашлура та чарăнса тăнă. Хваттер уççисем панă хыççăн та 11-мĕш професси училищинче коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлемелли тарифсем калаçтарнă.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 декабря 2012
00:00
Поделиться