Патша майри ячĕпе хисепленекен хула
Вулаканăм, черетлĕ çул çÿреве тухма вăхăт. Хальхинче Атăл хĕрринче вырнаçнă Сĕнтĕрвăррине çитер. Вăл ăçтан пулса кайнине пĕлетĕр-и? Ячĕ мĕне пĕлтерет-ха? Ыйтăва тÿрех хуравлама, тен, йывăртарах. Эппин, Сĕнтĕрвăррипе паллашар.
Вулаканăм, черетлĕ çул çÿреве тухма вăхăт. Хальхинче Атăл хĕрринче вырнаçнă Сĕнтĕрвăррине çитер. Вăл ăçтан пулса кайнине пĕлетĕр-и? Ячĕ мĕне пĕлтерет-ха? Ыйтăва тÿрех хуравлама, тен, йывăртарах. Эппин, Сĕнтĕрвăррипе паллашар.
Илем хăнасене илĕртет
Сĕнтĕрвăрри Шупашкартан 36 километрта вырнаçнă. Хулана пĕчĕк юхан шывсем пайлаççĕ, унта çырмасем те пур. Çавна май Сĕнтĕрвăрринчи çĕр тÿрем мар. Анчах хулан лаптăкĕ пысăк пулнине палăртмалла: 12, 7 тăваткал километр. Сĕнтĕрвăрри ăнăçлă çĕрте вырнаçнă. Шупашкарпа автоçул çыхăнтарать. Хула Атăл хĕрринче пулнă май юхан шыв транспорчĕ лайăх аталанать. 2002 çулта пристане çĕнетнĕ. Хулан кăнтăр пайĕнче газ пăрăхĕсем иртеççĕ, çавна май газификаци ыйтăвĕ кăткăс мар. Сĕнтĕрвăрри тавралăхĕ илемлĕ. Куйбышев шыв управĕн тата вăрман çывăхĕсенче хăнасем те канма кăмăллаççĕ. Сĕнтĕрвăрринче тĕрлĕ юмах-халап çÿрет. Тĕслĕхрен, Патша сăрчĕ пирки. Пĕрремĕш халапа ĕненес тĕк - кунта хысна арманĕ пулнă. Халăхра ăна «патшан» тенĕ. Çакă сăрт ячĕ пулса тăнă-мĕн. Иккĕмĕш халап акă мĕн ĕнентерет: II Кĕтерне патша Сĕнтĕре килнĕ, Атăл тăрăх çул çÿреве тухнă чухне сăрт тăрринче апатланнă, тавралăхпа киленнĕ. Патша сăрчĕ пирки ал çырăвĕсенче XIX ĕмĕр варринче асăннă. Ту 195, 6 метр çÿллĕш, ăна хуларан Сĕнтĕр юхан шывĕ уйăрать. Сăрт çывăхĕнче çăл куç нумай.
Вырăслипе чăвашли пĕр пек илтĕнмеççĕ
Хула ячĕ мĕне пĕлтерет-ха? Вырăсла ячĕ чăвашлипе пачах пĕр пек илтĕнмест. «Сĕнтĕрвăрри» - Сĕнтĕр вăрри. Эппин, вăл юхан шыв пырĕ. Ячĕсем епле пулса кайнин историйĕ те пĕрешкел мар.
Хулан вырăсла ятне 1856 çулта Мария Александровна патша майрине халалласа панă. Чăвашли епле пулнине специалистсем халĕ те татса калаймаççĕ. Хăшĕ-пĕри ăна чăваш тата мари чĕлхисемпе çыхăнтарать. Н.И.Золотницкий чĕлхеçĕ ячĕ Патша сăртĕнчен пулнă тесе шухăшлать. Унăн çывăхĕнче сала ларнă. Сăрт çинче хурал вышки пулнă, вĕсене лапка е çÿлĕк евĕр вырнаçтарнă. Чăвашла çакскерсене «сĕнтĕр» тенĕ. С.М.Михайлов этнограф «Сĕнтĕр» ят мари чĕлхинчен, «шудерь» сăмахран /«йĕке»/, пулнине ĕнентернĕ. Ку мĕнпе çыхăннă-ха? Ĕлĕк Тури тата Анатри Сĕнтĕр юхан шывĕсен хĕрринче çакнашкал пĕчĕк армансем пулнă-мĕн. Н.И.Егоров чĕлхеçĕ каланă тăрăх - «сĕнтĕр» «сунедерь» мари сăмахĕнчен улшăннă. Вăл «тăмлă юхан шыв» тенине пĕлтерет. В.А.Нестеров архивист историк вара венгр сăмахĕнчен пулнине ĕнентернĕ. Чăвашла «лăпкă шыв» тесе куçать. Паллах, хулан чăвашла ячĕ вырăслинчен маларах пулнă. Тепĕр халап та çÿрет. 1620-мĕш çулсенче хальхи хула вырăнĕнче «Сĕнтĕр пуш хирĕ» пулнă. Унта чăваш хресченĕсем пурăннă, пысăках мар община йĕркеленĕ. Çакăнтан Сĕнтĕрвăрри «çуралнă» та.
Хула гербĕ çине унăн ятне çырнă, ăçта вырнаçнине кăтартнă. Çутă кăвак тĕс çине Патша сăрчĕ çийĕн курăнакан патшан ылтăн пуç кăшăлне ÿкернĕ. Герб девизĕ: «Кÿренмесĕр пурăн». Хальхи герба 1991 çулта йышăннă. Авторĕ - В.А.Шипунов.
Саларан посад пулнă
Сĕнтĕрвăрри хăш çулта «çурални» паллă мар. Анчах 1620 çулта пуш хир вырăнĕнче Сĕнтĕр сали пулнă. Тен, хула вырăнĕнче чăвашсен пĕр ялĕ ларнă. Çакна Хусан тăрăхĕн тĕпчевçи С.М.Шпилевский палăртнă. Çĕрĕн чылай пайне мăнастирсемпе чиркÿсене панă. 1624 çулта Михаил Федорович патша çак салана Сильвестр митрополита парнеленĕ. Вăйлă митрополит хÿттинче Сĕнтĕр общини хăвăрт аталанма тытăннă. 1746 çул тĕлне унта 1300 арçын пурăннă. Лаптăк сахалли, халăх йышĕ ÿсни, Атăл хĕрринче ăнăçлă вырнаçни хресченсене çĕр ĕçне хăварса ал ĕçĕпе, суту-илÿпе ĕçлеме хистенĕ. Хăшĕ-пĕри çывăхри ялсенчи çынсенчен ял хуçалăх продукцине туяннă, кайран ăна Сĕнтĕр пристанĕнче чарăннă купсасене сутнă. Çавăн пекех тимĕр тата катка-пичке ĕçĕ аталаннă, йывăç савăт-сапа, чăпта кăларнă. XVIII ĕмĕр вĕçне Тури тата Анатри Сĕнтĕр юхан шывĕсен хĕрринче 6 арман, тырăпа çĕр улмирен эрех тăвакан 3 завод хута кайнă. Вĕсем Шупашкарти купсасен - Игумновсен, Пичугинсен, Цапкинсен, Рязановсен - харпăрлăхĕ шутланнă.
1774 çулта Пугачев отрячĕсем Сĕнтĕртен аяларахра вырнаçнă Нерятăв ялĕ патĕнче Атăл урлă каçнă. Анчах «хресченсен патши» хăй кунта пулман-тăр: тĕп отряд пынă вăхăтра салара вăйлă пушар пуçланнă. XIX ĕмĕр варринче Сĕнтĕрте 1600 ытла çын пурăннă. Сала кварталсем çине пайланнă. 1726 тата 1762 çулсенче чулран купаланă 2 чиркÿ уçăлнă. Салара суту-илĕвĕн 50 ытла çурчĕ шутланнă. Кунта пурăнакансенчен чылайăшĕ суту-илÿпе аппаланнă. Пасар кунĕнче халăх уйрăмах нумай пухăннă, юнашар ялсенчен, уессенчен, Шупашкартан килнĕ. Хресченсен суту-илĕвне, ал ĕçне лайăх аталанмашкăн правительствăри хăш-пĕр кăлтăк чăрмантарнă. Çавăнпа 1844 çулта халăх Сĕнтĕре уес мар, хула е посад тума ыйтнă. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсем хулари сословисен условийĕсемпе прависене илесшĕн çуннă. Сĕнтĕрте, Коноваловăра, Денисовăра, Ворошиловăра тĕпленнисем Хусан кĕпернин палатине ыйту çырнă, хулана Мария Александровна патша майри ячĕпе «Мариинский» теме сĕннĕ. 1856 çулта халăх ыйтнине тивĕçтернĕ. Сĕнтĕр салинчен тата çывăхри ялсенчен хула - Мариинский Посад - пулса тăнă.
Хула сословине куçсан çынсем ял хуçалăхĕпе ытлах аппаланман, алă ĕçĕпе тăрмашнă. 1861 çулта 127 ăста шутланнă. Çав вăхăт тĕлне кунта 5 кирпĕч мастерскойĕ, кустăрма тăвакан мастерской ĕçленĕ, тир-сăранпа чукун производстви аталанма тытăннă. Çавăн пекех суту-илÿ те пĕр вырăнта тăман. Каравансем Атăл тăрăх çулла та, хĕлле те çÿренĕ. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Сĕнтĕрвăрри çулсерен çулла тата кĕркунне иртекен ярмăрккăсемпе палăрнă. 1872 çулта Çĕрпÿ купси П.Н.Зарубин Амачкино ялĕ çывăхĕнче «Мариинско-Посадский» спирт завочĕ уçнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта 40 градуслă эрехе çулсерен 46 пин витре таран юхтарнă. 1870-мĕш çулсенче земство библиотеки ĕçлеме тытăннă.
Хулара çын йышлă ÿснĕ тапхăр 13 çула тăсăлнă: 1897-мĕшĕнчен тытăнса 1910 çулччен. Халăх йышĕ ун чухне 2 хут нумайланнă. 1910 çул тĕлне 6167 çынпа танлашнă. Вĕсенчен 98, 9 проценчĕ вырăссем пулнă, 0, 7 проценчĕ - чăвашсем, 0, 2 проценчĕ - тутарсем. Сĕнтĕрвăрри халăх йышĕпе Шупашкартан ирттернĕ. Кунта чăваш ялĕсенчен килнĕ çынсем вăхăтлăх ĕçленĕ. Халăх нумайланнин сăлтавĕ хулана администраци тĕлĕшĕнчен улăштарнинче, ун йышне çывăхри ял-сала кĕни те пулнă-тăр. Сĕнтĕрвăрри майĕпен хăтлăланнă, йывăç тротуарсем тунă, краççын хунарсем çакнă. Уйрăмах тĕп урамсем палăрнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче хулара 6 вĕренÿ заведенийĕ ĕçленĕ. Сĕнтĕрвăрринче тата çывăхри ялсенче пурăнакан çынсене земство больници йышăннă, 3 чиркÿ, 11 часавай пулнă.
Революцисемпе вăрçăсен витĕмĕ
Икĕ революци тата Граждан вăрçи хула пурнăçне улăштарнă. 1921 çулта Сĕнтĕрвăррине Шупашкар уесĕн исполкомĕ, партин уес комитечĕ тата ытти учреждени куçнă. 1927 çулччен хулана Шупашкар уесĕ ертсе пынă. Паллах, ку политика пурнăçне витĕм кÿнĕ. Çав çулах Сĕнтĕрвăрри район центрĕ пулса тăнă. Çулталăкран П.Ф.Зарубинăн тырăпа çĕр улмирен эрех тăвакан завочĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă. 1929 çулта карап тăвакан предприяти хута кайнă. Унта баржăсемпе кимĕсем кăларнă. Пысăк тепĕр предприяти - вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕ. Унсăр пуçне хулара катка-пичке завочĕ, çу завочĕ, электростанци, типографи, ал ĕç артелĕсем уçăлнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче чылайăшĕ фронтра çапăçнă, сумлă наградăсене тивĕçнĕ. А.С.Яшнева Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Вăрçă чарăнсан хулари предприятисем - верфь, спирт завочĕ, çу завочĕ - çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă. 1963 çулта верфь ял хуçалăх хатĕрĕ кăларакан завода çаврăннă. Стройматериалсен завочĕ те тухăçлă ĕçленĕ. «Проммеханизаци» тата автомашинăсем юсакан заводсем каярахпа хута кайнă. Хулара майĕпен социаллă тытăм аталаннă. 1958 çулта - ача-пăча музыка шкулĕ, 1979 çулта ÿнер шкулĕ уçăлнă. 1973 çулта иккĕмĕш библиотека ĕçлеме пуçланă. Районти культура çуртĕнче хăйсем тĕллĕн йĕркеленнĕ коллективсем, халăх театрĕ хастар ĕçленĕ.
Паллă çынсемпе пуян
Сĕнтĕрвăрри мĕнпе пуян-ха? Хулан кăнтăр тата кăнтăр-хĕвел тухăç енче промышленноç зони йĕркеленнĕ: унта кабель завочĕ, автомашина юсакан завод, складсем вырнаçнă. XIX ĕмĕрти кивĕ пÿртсем сыхланса юлнă. Соснин купсан пулнă çуртра халĕ культура çурчĕ вырнаçнă. Хĕвел анăç кварталĕ 2-5 хутлă çуртсемпе пуян.
Республикăн тĕп хулине çывăх тата Атăл хĕрринче вырнаçнăран туризма аталанмашкăн майсем пур. Историпе культура палăкĕсем сыхланса юлнă хулашăн ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕп урамсем XIX ĕмĕрти евĕрех юлнă. Хулара ĕлĕкхи «сывлăш» пурри сисĕнет. Вăрман техникумĕ патĕнчи пысăках мар дендропарка çывăхри юмансем илем кÿреççĕ. 1726 çулта çĕкленĕ Çветтуй Троица соборĕ халĕ те хулари тĕп храм шутланать. 1903 çулта ăна çĕнетнĕ. Купаланă чухне Вăтам ĕмĕрти декорăн суя вырăс калăпăшĕсемпе усă курнă: хăй чулран, тĕп храмра сивĕ, ыттисенче ăшă. Чиркÿ çинче пысăк 5 тăрă, алтарь çийĕнче - 3 пĕчĕкки. Çумĕнче 1876 çулта хăпартнă часавай пур. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕнетсе юсанă хыççăн Хусан Турă Амăшĕн чиркĕвĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна 1761 çулта уçнă. Çумĕнче йĕркеленнĕ пилĕк тăрăллă часавая юсанă.
Патша сăртĕнчен илемлĕ тавралăх курăнать. Кунта пурăнакансемпе хăнасен çут çанталăкпа, Атăлпа киленме май пур. Сĕнтĕрвăрри районĕ паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Андриян Николаев космонавт. Вăл çуралса ÿснĕ Шуршăл ялĕ туристсене илĕртет. Унта 1972 çулта Космонавтика музейĕ уçăлнă, 1977 çулта Андриян Григорьевичăн бюстне бронзăран тунă. Халĕ Шуршăлта Мемориал комплекс ĕçлет. 2004 çулта Герой вил тăпри çывăхĕнче часавай хăпартнă. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен паллă ытти çын та тухнă: Н.Я.Бичурин ăсчах, Ю.А.Зайцев, Ф.П.Осипов, Н.В.Овчинников, О.И.Филиппов ÿнерçĕсем, А.Н.Тогаев, Г.Я.Хирбю композиторсем, М.Я.Сироткин литературовед тата критик, Н.И.Золотницкий этнограф... Кунти халăх А.С.Яшневпа, А.Г.Николаевпа, 1996 çулхи Олимп вăййисен чемпионкипе Е.Н.Николаевăпа, «Арçури» поэма авторĕпе М.Ф.Федоровпа мухтанать. Сĕнтĕрвăрри районĕнче Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Н.В.Федоров çуралнă.