Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăйлă çил-тăвăл çурт-хуралтăна аркатнă...

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен территорийĕнче аслатиллĕ пăрлă çумăр çурĕ, çил пысăк хăвăртлăхпа вĕрчĕ. Çут çанталăк синкерне пула республикăри темиçе район шар курнă. Виçĕм кун каçхине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Мускавран командировкăран таврăннăскер /вăл унта РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă/, Сĕнтĕрвăрри районне çитсе курнă. Михаил Васильевич Октябрьски ялĕнче çил-тăвăл пулнă вырăнти лару-тăрупа паллашнă, халăхпа калаçнă тата канашлу ирттернĕ.

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Краснов вăйлă çиле тата пăрлă çумăра пула районти 302 çурт /малтанласа шутланă тăрăх/ хытах сиенленнине пĕлтернĕ. Халĕ пысăках мар сиен тÿснĕ пÿртсен шутне палăртассипе ĕçлеççĕ.

“МРСК Атăл” АУОн Çурçĕр производство уйрăмĕн директорĕ Алексей Герасимов пĕлтернĕ тăрăх - 20 ял-поселок /пĕтĕмпе 9 пине яхăн çын/ электроэнергисĕр юлнă. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхне шантарсах каланă: уйрăм вырăнсенче электроэнергипе темиçе сехетренех тивĕçтерĕç. Октябрьски ялĕнче трансформатор подстанцийĕ арканнăран куçса çÿрекен подстанци илсе килĕç, унпа пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ объектсене çыхăнтарĕç.

Октябрьски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Семен Назаров ишĕлнĕ çурчĕсенче çĕр каçайманнисем валли ялти больницăра 30 койка-вырăн хатĕрленине палăртнă. Сыватмăша çĕр каçас тĕллевпе хальлĕхе никам та килмен-мĕн.

ШĔМ ĕçченĕсем хаклă пурлăх пур объектсене - Карапашри банка, почтăна тата лавккана, çавăн пекех Октябрьскинчи ÿнер шкулне /çил унăн тăррине илсе ывăтнă/ - талăкĕпех сыхлаççĕ. Ытти объектра хăйсен хуралĕ пур, хушма постсем кирлĕ мар.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов районта 1,6 пин гектар пĕрчĕллĕ культура тата 300 гектар çĕр улми /малтанласа шутланă тăрăх/ пĕтнине пĕлтернĕ.

Пĕтĕмпе çут çанталăк синкерне пула республикăри 8 район сиен тÿснĕ. Аманнисем е вилнисем пулман.

Михаил Игнатьев яваплă ертÿçĕсене кирлĕ йышăнусене вăхăтра тата васкавлăн тунăшăн тав сăмахĕ каланă. Республика Пуçлăхĕ чи малтан татса памалли ыйтусен шутне электроэнерги парса тăрассине, инкек тÿснĕ районсенчи çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессине, медицина учрежденийĕсене энергин резерв çăл куçĕсемпе май килнĕ таран хăвăртрах çыхăнтармаллине кĕртнĕ. Ял хуçалăх тата Строительство министерствисене, вырăнти администрацисене граждансене ишĕлнĕ çурчĕсене юсамашкăн пулăшма строительсен бригадисене йĕркелеме хушнă. Михаил Игнатьев çавăн пекех çынсене тăкакĕсене шутламашкăн пулăшма сĕннĕ.

“Страхлакан компанисен пурлăхне страхланă çынсен тăкакĕсене туллин саплаштармалла. Патшалăх та айккинче юлмĕ”, - тенĕ республика Пуçлăхĕ.



"Хыпар"
19 июля 2012
00:00
Поделиться