Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

А. Николаев ентешĕмĕр çулĕпе

Çак эрнери юнкун пирĕн районта «А. Г. Николаев космонавт çулĕпе» иккĕмĕш хут велочупу пулса иртрĕ. Вăл пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ А. Г. Николаев пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе 50 çул çитнине тата Раççейри çамрăксен кунне халалланăскер пулчĕ.

Çак чупу сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, коллективизм, пĕр-пĕрне пулăшас, патриотизм туйăмĕсене аталантарас, велосипед спортне общественноçа анлăрах явăçтарас тĕллевпе иртрĕ. А. Николаев космонавт- летчика халалласа унăн Мемориал комплексĕ умĕнче пăлхануллă та, çав вăхăтрах савăнăçлă митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев уçрĕ. Чăваш Республикин велосипед спорчĕн Федерацийĕн канашĕн председателĕн çумĕ, халăхсем хушшинчи класа кĕрекен спорт мастерĕ, тĕнчери студентсем хушшинчи универсиада чемпионĕ, Чăваш Ен чемпионĕ В. Григорьев та саламлă сăмах тухса каларĕ. А. Николаев вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунă хыççăн Ю. Гагаринăн çунатлă, ытарлă «Кайрăмăр!» сăмахĕпе 300 яхăн велосипедист 22 çухрăмлă çула тухрĕ. Çак символла чупăва (асăннă маршрутпа хăй вăхăтĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ А. Николаев кашни кун çуран çÿренĕ) районти предприятисемпе учрежденисенчи, тĕрлĕрен организацисемпе шкулсенчи ĕçлекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç. Велоспорта килĕштерекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулинчен килнисем те пулчĕç кунта. Савăк кăмăл, ăшă çанталăк велочупăвăн çулне çăмăллатрĕ. ОГИБДДн патруль службипе васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисем те çумрах пулни çула хăрушсăрлатма пулăшрĕ.

Умра кĕтнĕ финиш. Район администрацийĕн çурчĕ умĕнче велочупăва хутшăннисене хула çыннисемпе ĕçлекенсем, шкул ачисем чечексемпе, хавхалантаракан сăмахсемпе кĕтсе илчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев пурне те ăнăçлă финишпа саламларĕ, районта пулса иртекен спорт мероприятийĕсене татах та активлăрах хутшăнма, хамăр ентешĕмĕр А. Николаев пек паттăр пулма чĕнсе каларĕ.

«Street dance» çамрăксен ушкăнĕ велочупăва хутшăннисене хăйсен илĕртÿллĕ ташшипе хавхалантарчĕ.

Ун хыççăн А. Николаевăн Атăл тăрăхĕнчи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн çурчĕ çумĕнчи Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Хамăр ентешĕмĕре халалланă велочупу пысăк хастарлăхпа, çĕкленÿллĕ кăмăлпа иртни унта хутшăнаканнисемшĕн кăна мар, пуриншĕн те хăйне евĕр спорт уявĕ пулчĕ.

Сăмах май каласан, «Пирĕн сăмах» хаçат редакци сотрудникĕсем те активлă хутшăнчĕç асăннă мероприятие. Хаçата компьютерпа калăплакан пай редакторĕ И. Васильев тата В. Яковлева корректор велочупу хăйсене чăн-чăн савăнăç тата хавхалану парнеленине пытармарĕç. Вĕсем иккĕшĕ те финиша малтисен ушкăнĕнче çитрĕç.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
30 июня 2012
00:00
Поделиться