Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв концерчĕ пулчĕ

Шăпах Раççей кунĕ умĕн Çичĕпÿрт ялĕнчи Культура çуртĕнче çак уява тата Раççей историйĕн çулталăкне халалласа «Чечеклен, юратнă çĕр-шыв!» ятпа ача-пăча коллективĕсен концерчĕ иртрĕ.

Раççейпе Чăваш çĕрĕ тата пур районсемпе хутлăхсем те хăйсен аваллăхĕпе, паллă çыннисемпе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Китай ташшине ачасем Н. Бичурин востоковед 235 çул тултарнине халалласа тата ăна сума суса ташласа пачĕç. Куракансем матрос, шыв пики (русалка), чикан, вырăс, чăваш ташшисене тата кадриль ташша та хапăлласа, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Кăçал шкул пĕтерекенсемпе пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансене те манса хăвармарĕç программăна ертсе пыракансем. Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен А.Лапинăпа Р.Кудряшова парне парса та хавхалантарчĕç. Уяв интереслĕрех ирттĕр тесе культура ĕçченĕсем тĕрлĕ вăйă-конкурс йĕркелерĕç. Чи активлисемпе хастаррисен шутĕнче В. Кузьмин, С. Никитин, Н. Плотников пулчĕç.

Ку концерта вара ачасем çĕнĕ тумсемпе тухрĕç. Саккас парса мар, ялта пурăнакансемех хитре те чипер, тăпăл-тăпăл костюмсем çĕлеме пултарнă. Нумай пулмасть яла куçса килнĕ Владимирпа Людмила Андреевсен çемйи тăрăшнă та çак пархатарлă ĕçре. Ашшĕпе амăшне икĕ хĕрĕ – Светланăпа Татьяна, пулăшнă. Фольклор ушкăнне çÿрекенсем валли тумсене Л. Лапинăпа А. Чернова хатĕрленĕ. Чăваш драма театрĕнче ĕçлекен Ю. Петрова та концерт валли костюмсем çĕленĕ чухне пулăшма яланах хавас.

Çапла вара, иртнĕ уявра Çичĕпÿрт тăрăхĕнче ватти-вĕтти те пуян содержаниллĕ, хаваслă концерт курса савăнчĕç, ун хыççăн килĕсене ырă кăмăл-туйăмпа саланчĕç.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 июня 2012
00:00
Поделиться