Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕнтĕрпуçсем кăмăллаççĕ, шуршăлсем сивлеççĕ

Шăпах çапла пĕтĕмлетÿ турăмăр эпир ĕнер районти хăшпĕр çыхăну уйрăмĕсене çитсе курнă хыççăн. Паллах, пирĕн çулçуревĕн тĕп тĕллевĕ ялсенче пурăнакансем районта тухса тăракан пĕртен -пĕр хаçата çитес çур çулта илсе тăма мĕнлерех çырăннипе кăсăкланасси пулчĕ.

СĔНТĔРПУÇÇЫХĂНУ УЙРĂМĔНЧЕ ĕçлекенсем (сăнÿкерчĕкре) ку тăрăхра пурăнакансем хушшинче «Пирĕн сăмах» тата «Наше слово» хаçатсене анлă сарассишĕн тăрăшса ĕçлени куç умĕнчех. Т. Федотова, А. Мочалова, С. Федотова паянхи кун тĕлне район хыпарçине 150 экземпляр ытла çырăнтарнă та ĕнтĕ. Шăпах эпир асăннă çыхăну уйрăмне пырса кĕнĕ чух вырăнти шкулта директор çумĕнче ĕçлекен З. Вострова хаçат çырăнатчĕ. «20 çул ытла юратса вулатăп хамăр район хаçатне. Унта пичетленекен материалсемпе хамăн кулленхи ĕçре те усă куратăп. «Пирĕн сăмах» пире район пурнăç таппипе тан утма май парать, Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулса иртекен мĕнпур хыпар-хăнарпа тĕплĕн паллаштарса тăрать. Çавăнпа та эпĕ ыттисене те çак хаçата çырăнма чĕнсе каласшăн. Хам, акă, унăн комплектнех çырăнатăп, тепĕр майлă каласан, вырăсла тата чăвашла варианчĕсене. Кашни юнкунпа шăматкун почтальон район хыпарçине илсе пырса парасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп», – тет Зоя Алексеевна педагог.

Сăмах май каласан, сĕнтĕрпуçсем район хаçатне çултан-çул активлă çырăнаççĕ. Паллах, çакăнта почта ĕçченĕсен тÿпи те пĕчĕк мар. Кунти çыхăну уйрăмне халĕ çĕнĕ çын Е. Федорова ертсе пырать. Тăватă уйăх кăна ĕçлет пулин те çак ĕçре кунти кăтартусем пире савăнтарчĕç.

Анчах ШУРШĂЛТИ ÇЫХĂНУ УЙРĂМНЕ çитсен савăк кăмăл та хуçăлчĕ. Хальхи вăхăтра, тепĕр майлă каласан, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кунта район хаçатне 123 çемье илсе тăрать пулсан, иккĕмĕш çур çулшăн вара 60 (!) экземпляр кăна çырăнтарнă. Мĕн сăлтава пула çавăн пекех хытă сивлеççĕ-ха кунта пурăнакансем район хыпарçине. Тĕрĕссипе каласан, «Пирĕн сăмах», «Наше слово» хаçатсен кашни номерĕнче тенĕ пекех Шуршăл тăрăхĕпе çыхăннă материалсем пичетленеççĕ. Кунти ял хутлăхĕ, ялхуçалăх предприятийĕ, шкул, культура тата ытти çĕртен килнĕ хыпарсем час-часах кун çути кураççĕ хаçат страницисенче. Хамăрăн мухтавлă паттăрăн А. Г. Николаев космонавт-летчикăн ентешĕсем мĕнлерех пурăнни, вĕсен кулленхи ĕçри çитĕнĕвĕсем çинчен тăтăшах пĕлтерсе тăрать хаçат районта пурăнакансене.

Çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Эппин, Шуршăлти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсен район хыпарçине халăх хушшинче анлă сарас енĕпе ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлемелле мар, вăр-вар та çаврăнăçуллăрах пулмалла, çынсене ăнлантарма пĕлмелле. Паянхи кун тĕлне Уплер ялĕнче район хыпарçине çитес çур çулта илсе тăма мĕнпурĕ те виçĕ çемье (!) кăна çырăнни пушшех те тÿнтерле пулăм…

КУКАШНИ тăрăхĕнче пурăнакансем çулсеренех район хаçатне кăмăлласа çырăнни вара савăнтарать пире. Кунти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Л. Сергеева, Г. Нестеровăпа Н. Данилова почтальонсем хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, умри яваплăха туйса пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çитес иккĕмĕш çурçуллăхшăн хаçат-журнал çырăнтарас ĕç те кал-кал пулса пырать вĕсен. Кăçал та ку çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем «Пирĕн сăмах» хаçат редакцийĕ çырăнтару тапхăрĕнче ирттерекен конкурса активлăн хутшăнасшăн, унта çĕнтерме тăрăшасшăн. Ыттисен те сĕнтĕрпуçсемпе кукашнисенчен ырă тĕслĕх илесчĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 июня 2012
00:00
Поделиться