Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнекесен выставки

Пурнăçа чыслă та интереслĕ ирттересси кашнишĕн чун туртăмĕ пулмалла

Ял халăхĕн кулленхи тавракурăмне ÿстерес, вĕсене кăсăклăрах пурăнма вĕрентес ĕçре библиотека ĕçченĕсен тÿпи те пысăк. Карапаш ялĕнчи вулав çуртĕнче ĕçлекен Антонина Витальевна Иванова ку енĕпе пуян опыт пухнă. Вăл кунта чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хурать. Библиотекарь тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттерет, выставкăсем хатĕрлет. Ял халăхĕ кунта савăнсах, кăмăлтан çÿрет.

Акă, кăçал та, Истори çулталăкĕ пулнă май, библиотекăра «Истори çулĕсемпе» кĕнеке выставки уçăлчĕ. Выставкăна тăратнă кĕнекесем историн кашни тапхăрне хăйне май паха сăнласа параççĕ. Историпе интересленекен кашни çын выставкăпа паллашма, хăйне кирлине, кăсăклине тупма, пĕлме пултарать.

И. ЖАНДАРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 июня 2012
00:00
Поделиться