Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Асанне-асаттепе мухтанатпăр

Манăн асанне, Александра Андреевна Краснова, çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. Вăл Турханкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Федор Иванович Красновпа пĕрлешсе 54 çул ĕнтĕ шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Вĕсем 5 ача çуратса пăхса ÿстернĕ, пурне те çирĕп ура çине тăратнă. Асаннепе асатте иккĕшĕ те нихăçан та нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман, ырми-канми ĕçлесе çукран пурлăх тунă. Пире те, ачисемпе мăнукĕсене, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă.

Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. Çапах та килкарти тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча тулли улма-çырла ÿстереççĕ. Асанне вĕрентсе каланă сăмахсене яланах асра тытатăп. Эпĕ асаннене питĕ юрататăп. Манăн та ун пек вăр-вар та пултаруллă пулас килет. Сăмах майĕн, манăн асатте те утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче 76 çул тултарать. Вăл çав тери ăшă кăмăллă çын. Эпĕ асаттепе асаннене иккĕшне те пĕр чирлемесĕр пурăнма сĕнетĕп. Татах та пире нумай çул савăнтарса, вăй-хăват парса пыччăр. Манăн вĕсене мĕнпур чирсене сирсе ярса хаваслă кăмăлпа, савăнăçпа пурăнма сĕнес килет. Эпир, çамрăккисем, сирĕнпе мухтанатпăр, сирĕн ĕçе малалла чыслăн туса пыма шантарса калатпăр.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 июня 2012
00:00
Поделиться