Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçе ачаран юратсан

Николай Федорович Фродеева Шуршăл тăрăхĕнче кăна мар, Сĕнтĕрвăрри районĕнче те пĕлмен çын çук та пуль. Вăл хăй вăхăтĕнче районĕпе чи паллă дояр пулнă. Николай Федорович 39 çул хушши ентешĕмĕр – А. Николаев ячĕпе хисепленекен колхозри сĕт-çу ферминче ырми-канми ĕçленĕ. Хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен çулталăкне тăватă пин кг ытла сĕт суса илнĕ, социализмла ăмăртусене хутшăнса яланах малти вырăна тухнă, темиçе пилĕкçуллăхăн çĕнтерÿçи ятне илме тивĕçнĕ.

«Ун чухне ĕçре мала тухнă, ырă тĕслĕх кăтартнă çынсене малтан ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен колхоз территоринче Макашки вăрманĕнче туса ирттерекен Акатуйĕнче чыслатчĕç. Вырăнти артистсем юрласа-ташласа кăмăла çĕклентеретчĕç. Кайран пурте йышпа техĕмлĕ какай шÿрпипе сăйланатчĕç, тĕрлĕрен ăмăртусенче пĕр-пĕринпе вăй виçсе, конкурссем ирттерсе савăнатчĕç, – каласа парать Н. Фродеев. – Каярахпа вара районти Акатуя пуçтарăнаттăмăр, вăл Сĕнтĕрвăрри çывăхĕнчи анлă вăрман уçланкинче иртетчĕ. Ярмăрккари пек, халăх йышлăн пухăнатчĕ унта. Тĕрлĕрен автолавккăсем, ача-пăча, шкул таварĕсемпе кил-тĕрĕшре усă куракан япаласемпе, апат-çимĕçпе тулнăскерсем, аякранах хăйсем патне йыхравлатчĕç. Уçланкăра чыслани, артистсем концерт кăтартни кăна мар, районти ял тăрăхĕсенчен Акатуя килнĕ çынсем ушкăнланса купăс каласа юрласа-ташласа киленетчĕç ун чухне», – çапларах аса илет ветеран.

Кăçал та Николай Федорович районти Акатуя çитсе килме ĕмĕтленет. Тивĕçлĕ канăва тахçанах тухнă пулин те, тăван ялхуçалăх предприятийĕнчи ĕç-пуçсемпе интересленсех тăрать, хальхи çамрăк ăрăвăн çитĕнĕвĕсемпе савăнать, кирлĕ пулсан усăллă сĕнÿсем те пама ÿркенмест. Мĕн ачаран ĕçлеме хăнăхнăскер, вăл халĕ те виçĕ пуç ĕне, 6-7 сурăх, вуншар хур-кăвакал, кроликсем тытать. Турă пÿрнĕ Валера ывăлĕн çемйипе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать Н. Фродеев. Мăнукĕсене те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстерет.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 июня 2012
00:00
Поделиться