Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр ĕçченĕсене Акатуй чыслать

Сĕнтĕрвăрринчи Атăл хĕрринчи вырăн паян уйрăмах илемлĕ те илĕртÿллĕ, мĕншĕн тесен кунта районăн Акатуй уявĕ иртет. Кăçалхи уяв тĕрлĕ йышши паллă событисемпе пуян. Çав пуянлăхра хресченлĕхĕн тÿпи те пĕчĕк мар. Çураки ĕçĕнче палăрнисем Акатуйра парнесене, Хисеп хучĕсене тивĕçлĕ пулчĕç. Тĕслĕхрен, акă, М.Тагеев фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан механизаторсем Артемий Олегович Каяховпа Олег Владимирович Кузнецов Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илчĕç.

«Сентреш» агрофирмăра выльăх пăхакан Татьяна Николаевна Емерова, В. Плотников фермерăн выльăх витинче тăрăшса вăй хуракан Лев Витальевич Скворцов, «Нам ЭКО» ОООри пултаруллă механизаторсенчен пĕри Владислав Петрович Ксенофонтов Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

75 çула çывхарса пыракан ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, хальхи вăхăтра та хăйĕн ĕçлĕхĕпе М. Тагеев фермер хуçалăхĕнчи çамрăксене тĕслĕх кăтартакан Василий Сергеевич Малинина «Единая Россия» парти чысласа тав турĕ.

Тав çырăвĕсене, ку хутĕнче район администрацийĕнчен тухнăскерсене, техника агрегачĕсене хăйсен аллипе ăсталаса кулленхи çĕр ĕçĕнче усă курма вырăнлă тунă ял çыннисем те илчĕç. Ку йышра Карапаш тата Атăлçи ял хутлăхĕсенче пурăнакан Дмитрий Петрович Артемьевпа Георгий Петрович Герасимов пулчĕç.

Районти ялхуçалăх çĕрĕсем çинче ĕçленĕ çĕнĕ йышши хăватлă техникăпа уяв хăнисем ятарлă выставкăра паллашма пултарчĕç.

Кăсăкли, çĕнни Акатуй уявĕнче татах та сахал мар пулчĕ. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех хаçатăн çитес вырăсла кăларăмĕнче каласа кăтартăпăр.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 июня 2012
00:00
Поделиться