Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Журналистсен пресс -турĕ

Ĕнер Раççей журналисчĕсен «Мускав-Самара» пресс-турĕ пирĕн района çитрĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче тĕрлĕ информаци агенствисен, çĕршыври паллă хаçат -журналсен, радиостанцисемпе телевидени представителĕсем пулса курчĕç.

Вĕсем чи малтан пирĕн паллă ентешĕмĕрĕн А. Николаевăн Мемориал комплексне çул тытрĕç. Летчик-космонавта асăнса хисеплĕ хăнасен аллейинче йывăç та лартрĕç, вилтăпри çине чечек хучĕç. Çавăн пекех журналистсем хулари «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексне çитсе килчĕç.

Сĕнтĕрвăрри хулинче хăнасене спектакль евĕр хатĕрленĕ сценарипе кĕтсе илсе хула музейĕпе, библиотекăпа паллаштарчĕç. ЗАГСа та çитсе курчĕç вĕсем. Çак кун пресс-тура хутшăнакансем районти ал ĕç ăстисен сувенирĕсене те туянма пултарчĕç.

И. ЖАНДАРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 июня 2012
00:00
Поделиться