Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялхуçалăх министрĕ выльăх-чĕрлĕх объекчĕсемпе паллашрĕ

Ĕнер пирĕн районта ĕçлĕ çулçÿревпе Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Павлов пулчĕ. Сĕнтрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.Моисеевпа пĕрле вăл район территорийĕнчи выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене çитсе унти ĕç-пуçпа паллашрĕ.

Тĕпрен илсен, патшалăхăн ятарлă пулăшуллă программисемпе аталанакан фермăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Чи малтанах Нарат Чаккинчи А. Белов фермерăн хуçалăхне çитсе курчĕ. Кунта сĕт антаракан 50 пуç ăратлă выльăх валли кирлĕ условисем туса панă. Çавах та условисене аванлатмалли тĕллевсем çук мар. Типтерлĕ те хăтлă фермăна чи çÿллĕ, тĕслĕхлĕ шая çитерес тесен, витере сĕт пăрăхĕн линине вырнаçтармалла. Фермăра тăрăшакан дояркăсенчен пĕри, акă, тĕлпулу вăхăтĕнче сĕте сивĕтме холодильник пит кирлине асăнчĕ. Министр çак проблемăна татса памалли май çинче те чарăнчĕ.

Фермер хуçалăхĕн витинче сахалтан та çĕр пуç выльăх вырнаçмалла. Çакна кура район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев фермера выльăх шутне ÿстерме кирлине те аса илтерчĕ. Ытти енчен хуçалăх аван, типтерлĕ ĕçлесе пырать. Выльăха (шел те, халлĕхе вăл кĕтĕве тухмасть) симĕс масса çулса çитересси йăлана кĕнĕ. Паянхи кун тĕлне 25 пушмак пăру пăруланă. Çамрăк выльăхăн е пăрусен шучĕ 26 пуçа çитнĕ.

М. Тагеевăн фермер хуçалăхĕ (çавăн пекех «Нам ЭКО» ООО) шăпах ĕнер çулакан агрегатсене утă хатĕрлеме уя кăларнă. 103 пуç ăратлă выльăха кунта та чылайранпа симĕс масса çулса çитереççĕ. А.Белов фермерăннипе танлаштарсан, Октябрьски хуçалăхĕн витинче хальхи йышши чаплă сĕт пăрăхĕн системине вырнаçтарнă. Апла пулин те кунта çывăх вăхăтра урăхларах проблемăсемпе ĕçлемелле. Халлĕхе фермăна шыва автотранспортпа турттарма тивет. Ятарлă башньăна юсаса шыв тивĕçтерĕвĕн ыйтăвне татса памалли майсене сÿтсе яврĕç ĕçлĕ ушкăнри ертÿçĕсем.

Ферма йĕри-тавра тирпей-илем кĕртме тытăннă, анчах та территори пысăк та анлă пулнăран ку тĕлĕшпе ĕçе васкатмалла (фермăра юлашки тапхăрта пурнăçланă ĕçсемпе аяларахри статьяра паллашма пулать).

М. Тагеев фермер тăрăшуллă та пултаруллă ертÿçĕсен шутĕнче тăрать. Нумаях пулмасть вăл çемье майĕпе аталантармалли выльăх-чĕрлĕх фермисене паракан патшалăх пулăшăвне – укçа грантне – тивĕçлĕ пулчĕ. Кăтартуллă çитĕнÿсемшĕн республикăн ялхуçалăх министрĕ С. Павлов ăна парне парса хавхалантарчĕ (сăнÿкерчĕкре).

М. Тагеев фермера пулăшса пыракан ĕç ветеранĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕн В. Малининăн та министра каласа памалли, çĕнĕлĕхсемпе паллаштармалли сахал мар пулчĕ. Çакна кура ĕçлĕ ушкăн «Волжский К» суперэлитăллă çурхи тулă уйне çитсе курчĕ.

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 июня 2012
00:00
Поделиться