Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Телейлĕ çемье

Аксарин ял хутлăхне кĕрекен Щамал ялĕнче ытларах ватă кинемисемпе мучисем пурăнаççĕ темелле. Кунти çамрăкрах çемьесем вара вĕсемшĕн чăн-чăн пулăшуçăсем вырăннех пулса тăраççĕ (уйрăмах хĕл кунĕсенче). Акă, Алевтинăпа Владимир Ивановсем те сумлă çулхи ватăсене яланах пулăшма хапăл. Пĕрисене ялти магазинтан çăкăр-тăвар е ытти кирлĕ апат-çимĕçпе тĕрлĕ тавар илсе килсе параççĕ, теприсене больницăна çитсе килме пулăшаççĕ… Карчăк-кĕрчĕкшĕн шыв ăсса килесси те çав тери йывăр çав. Эпир каласа кăтартакан ĕçчен кил хуçи вара çийĕнчех вĕсене пулăшма васкать.

«Çак тарана çитсе кунта пурăннишĕн пĕрре те ÿкĕнмен эпир. Ытти ялсенчи пек çутçанталăк ырлăхĕ – «кăвак çулăм» пирĕн пата çитмен пулин те шанăçа çухатмастпăр-ха. Ырă малашлăхах ĕненетпĕр. Газ кĕртсен ватăсене те самай çăмăлрах пулĕччĕ», – тет кÿршĕ районтан Владимир Левича качча килнĕ Алевтина Геннадьевна. Ĕçчен алăра ĕç çыпăçать теççĕ. Ивановсен нумай ачаллă çемйи вара нихăçан та ĕçрен ютшăнман. Кил хуçипе мăшăрĕ малтан вырăнти ялхуçалăх предприятийĕнче тăрăшнă. Анчах та çĕршыври 90-мĕш çулсенчи пăтрашуллă самана нумай çемьене ĕçсĕр хăварчĕ. «Килте пилĕк ача, вĕсене кашнинех çитермелле, тумлантармалла, вĕрентмелле, ура çине тăратмалла. Çавăн пек эпир кăçат тума тытăнтăмăр та. Малтан та йăваланă-ха ăна упăшкан кил-йышĕ. Вĕренессе те эпĕ çак ĕçе хунямаран вĕреннĕ. Тавах ăна. Кăçат çăлса хăварчĕ те пире çав йывăр вăхăтсенче. Халĕ вара пĕр хăнăхнă ĕçрен алă хăпмасть», – каласа парать пире вырăнти депутатра тăрăшакан Алевтина Геннадьевна.

Кăçат йăваланисĕр пуçне кил-йыш выльăх-чĕрлĕх те чылай усрать, кил картишĕнче тăватă вăкăр, ĕнепе лаша тата ыттисем те канлĕн мăшăлтатса тăраççĕ. Çу кунĕсене вара Ивановсем пахчара ĕçлесе ирттереççĕ.

Алевтина Иванован депутат ыйтăвĕсене те час-часах татса пама тивет. Ял варринчи çул пăсăлсан унта машинăпа мар, çурран кĕрсе тухма та çăмăл мар. Çапла вĕсем малтанхи çулсенче хăйсен ачисем тата ял халăхĕ хутшăннипе вырăнти карьертан вак чул илсе килсе çулсене якатса тухнă, хĕл кунĕсенче те урам хушшинчи çула хăйсен вăйĕпех тасатса тăраççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, кашнин телейĕ расна, анчах та вăл ăçта пурăннинчен мар, мĕнле пурăннинчен килет. Ивановсем ăна, ав, чун тĕпренчĕкĕсемпе йышлă мăнукĕсенче тата ĕçре тупнă.

Е. МАКАРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 июня 2012
00:00
Поделиться