Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Район хаçачĕ – халăх хаçачĕ

«Пирĕн сăмах» («Наше слово») район хаçачĕ, чăнахах та, халăх хаçачĕ пулса тăчĕ. Паянхи куна хаçат виçĕ пин ытла экземплярпа тухса тăрать. Ку вăл савăнтаракан тираж.

Çемье 3 çынран тăрать пулсан, хаçата 10 пин çынна яхăн вулать теме пулать. Мĕншĕн-ха район хыпарçин тиражĕ юлашки çулсенче çапла палăрмаллах ÿсме тытăнчĕ. Унăн вăрттăнлăхĕ куç умĕнчех. Редакцире вăй хуракан специалистсем хаçата çырăнтарас кампани пуçлансан кашни хутлăха, кашни яла çитсе курма тăрăшаççĕ, çыхăну уйрăмĕсем тата уйрăм почтальонсем хушшинче ятарлă конкурс ирттереççĕ. Район хаçатне халăх хушшинче сарас, ăна нумайрах çырăнтарас тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев та редакцие пулăшу парать. Кунсăр пуçне предприятисен, организацисен ертÿçисем те коллективра тăрăшакан çынсене çак хаçата çырăнса параççĕ.

Тепĕр самант çинче те чарăнас килет. Вырăсла та, чăвашла та тухакан хаçат экземплярĕсене вулама интереслĕ, кунта нумай енлĕ информаци илме пулать.

Районти событисем, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинчен хаçата сиктермесĕр вуласа пырсан килтен тухмасăрах туллин пĕлсе тăма май пур.

Кĕскен палăртсан, кулленкун пурнăçра мĕнле ыйтусем, проблемăсем сиксе тухаççĕ, вĕсем çине хурав тупма пулать. Кунсăр пуçне кашни шăматкун «Пирĕн сăмах» хаçатра телевидени программи пичетленсе тухать. Тăвансене, çывăх туссене хаçат урлах вĕсен пурнăçĕнчи паллă событисемпе саламлама пулать. Хаçатăн юлашки страницинче рекламăсем пичетленсе тухаççĕ. Çавсене вуласа пĕлсе телефонпа шăнкăравласан кирлĕ япалана киле илсе пырсах параççĕ. Укçа çеç пултăр.

Хаçатра районти таврапĕлÿçĕсем ял, хула, район историйĕ, паллă çынсем çинчен чылай материал пичетлеççĕ. Эсир нихăçан та курман тата пĕлмен çынсемпе паллашма, хăвăрăн ĕлĕкхи-авалхи тăвансем çинчен пĕлме пултаратăр.

Юлашкинчен çакна каласшăн, çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕ пуçланиччен çур уйăх ытларах кăна юлчĕ. Çав кĕске вăхăтра хаçата (е вырăсла, е чăвашла кăларăмĕсене, е тата пĕрлехи комплекта) иккĕмĕш çур çул валли çырăнса илме васкăр. «Пирĕн сăмах» («Наше слово») – пирĕн районăн хаçачĕ, ăна юратмалла, унпа туслă пулмалла.Вăл кĕçех 80 çул тултарассине те манар мар, хамăр районта тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçата пурте çырăнар, çак çывхарса килекен сумлă юбилее пĕрле кĕтсе илер.

Н. ИВАНОВ,

педагогика ĕçĕн

ветеранĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 июня 2012
00:00
Поделиться