Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пушара хирĕç кĕрешме

Çуллахи хĕвеллĕ те шăрăх кунсем çитнишĕн эпир пурте хытă хĕпĕртетпĕр. Анчах çулталăкăн çак чи савăнăçлă та илемлĕ тапхăрĕ пире вут-кăвартан сыхланас çĕрте хамăрăн тимлĕхе çухатмалла марри çинчен те аса илтерет. Ытларах чухне пушарсем çулла алхасаççĕ.

Виçĕм çул вăрмансем хăрушла çуннине, таврара çăра тĕтĕм тăнине пурте астăваççĕ пулĕ. Çÿп-çапа çунтарнă чух сисмен çĕртех типĕ курăк хыпса илет те çулăм алхасма пуçлать, е тата ача-пăча шăрпăкпа вылянинчен те ним мар шар курма пулать. Пĕр сăмахпа каласан, «хĕрлĕ автан хăйĕн ташшипе» ним кĕтмен çĕртен кил-çуртсăр, хуралтăсемсĕр тăратса хăварма та пултарать. Çавăнпа хулара тата ялсенче харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакансен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем, кирлĕ чухлĕ шыв яланах ал айĕнче пулмалла. Çакăн çинчен пире пушар хуралĕнче ĕçлекенсем тăтăшах аса илтерсе тăраççĕ, ку çеç те мар, вĕсем час-часах тĕрлĕ ял хутлăхĕсене тухса, вĕсенче пушара хирĕç кĕрешес ĕçе мĕнлерех йĕркеленине тĕрĕслеççĕ.

Акă, виçĕмкун кăна çавăн пек тĕрĕслев рейчĕ Урхас Кушкă тăрăхĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне районти пушара хирĕç кĕрешекен организацисемпе учрежденисен ертÿçисем А. Сапожников, В. Семенов, Шупашкарти пушара хирĕç кĕрешекен республика Управленийĕн пай пуçлăхĕн çумĕ В. Хованский тата «Пирĕн сăмах» хаçат сотрудникĕ хутшăнчĕç. Çак рейд мĕнлерех иртни çинчен эпир райхаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр. Сăмах май вара район территорийĕнче пурăнакансене çак çуллахи шăрăх кунсенче вут-кăварпа асăрхануллă та тимлĕ пулма чĕнсе калатпăр.

С. СВЕТЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 июня 2012
00:00
Поделиться