Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

М. Тагеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче

Иртнĕ ытларикун кăнтăрла иртсен çитсе тухма тиврĕ М. Тагеев фермер хуçалăхне. Михаил Леонидович тата унăн шанчăклă пулăшаканĕ – ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Василий Сергеевич Малинин – çĕрулми уйне тĕрĕслетчĕç. «Иккĕмĕш çăкăр» шăтма тытăнни палăрать, - пĕлтерчĕç вĕсем пире асăрхасан. – Çывăх кунсенче ятарлă агрегатпа (гребнеобразователь) купалама тухасшăн». Аса илтерер, кăçал ку хуçалăхра çĕрулми лаптăкĕ 40 гектара яхăн йышăннă.

Уйра пуçланнă калаçу пире фермер хуçалăхĕн ферма территорине илсе çитерчĕ. Ырламасăр чăтаймăн, тĕпрен юсанă ферма çурчĕ те, унăн территорийĕ те чиперленсех пырать. Выльăх витине тулаш енчен шуратнă, çакна кура инçетренех вăл илемлĕн курăнса тăрать. Строительство ĕçĕсем хыççăн пуçтарăннă çÿп-çапа та пуçтарса тиесе тухнă, вите тавралла территорине тасатнă, çĕре якатнă, малашне газон курăкĕ акса илем кÿресшĕн.

Эпир кунта юлашки хут пулнă чухне Михаил Леонидович выльăха уçăлтарма кăлармалли вырăн тума пуçласси çинчен пĕлтернĕччĕ. Паянхи кун тĕлне вăл хатĕр. Ун йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, шал енче картасем тăршшĕпех апат хурса памалли валашкасем вырнаçтарнă, территори варринче – шыв ĕçмелли савăтсем. Ертÿçĕ палăртнă тăрăх, çак кунсенче кунтах выльăха çумăр лекесрен кĕрсе тăмалли хÿтлĕхлĕ кĕтес туса парасшăн. Çакна валли строительство материалĕсем çителĕклĕ. Ятарлă картиш тавра тытса çавăрнă картана сăрлама та сăрри хатĕр.

Вите тулаш енчен çеç мар, шал енчен те сăнне çĕнетсех пырать. Тĕслĕхрен, акă, унта кĕрсенех эпир хуралçă пÿлĕмне лекрĕмĕр. Пысăк хулари чаплă офиса лекнĕнех туйăнчĕ. Стенасем – илемлĕ пластикран, чаплă шкаф, сехет, чÿрече те– европластикран, йывăç урайне сарса пĕтерсе сăрласан кунта хăвна килти пекех туятăн. М. Тагеев вите çумĕнчи пÿлĕмсен чÿречисене пурне те çĕнĕ йышши пластикран тунисемпе улăштарасшăн.

Ку пÿлĕмсене темиçе уйăх каяллах илемлетнĕ, çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Çак тапхăрта строительсем ăшă системине йĕркелесе ярас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ, батарейăсене вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Çуллахи вăхăтра шыв проблемине (халĕ шыва фермăна тракторпа турттараççĕ) татса парсан, фермăра савăнса ĕçлемелли кăна юлать. Мари Эл республикинчен илсе килнĕ ăратлă выльăх вара пăрулама тытăннă, паянхи кун виçĕ пăру ятарлă клеткăсенче тăрать. Выльăх çуллахи тапхăрта витере тăмасть, кĕтÿре, уçă сывлăшра, вăй-хал пуçтарать. Фермăна таврăннă çĕре витере вĕсене уйран çулса кĕнĕ симĕс масса кĕтет.

Симĕс курăк тенĕрен, çак эрнере фермер хуçалăхĕ утă çулма тухасшăн. Ку тапхăра хуçалăх тĕплĕ хатĕрленнĕ, çĕнни мар пулин те выльăх апачĕ пуçтаракан комбайн, çулакан агрегат туяннă. Курăка вĕтетсе çулакан агрегата вара çĕннинех туяннă. Кăçал хуçалăх кукуруза акнăран вăл питех те кирлĕ пулĕ.

Тулли мар яваплă «Нам ЭКО» обществăра

Шуршăлти «Нам ЭКО» тулли мар яваплă обществăра вара юнкун кăнтарлачченхи вăхăтра пулса курма тÿр килчĕ. Вырăнти представительсем пире чи малтанах Кĕтĕквар ялĕ çывăхĕнчи уя кайса курма сĕнчĕç. Кунта çурхи калчасене сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен тата çумкурăксенчен хÿтĕлес ĕç пырать. Трактор çумĕнчи гербицид сапакан агрегат пĕр харăсах 18 метр сарлакĕш илсе пырать. Хуçалăхăн калча уйĕсем, чăннипех те, пăхса ытармалла мар – чипер те таса. Калчасене удобрени (çак тапхăрта – мочевина), витаминлă микроэлементсем парса апатлантарнин усси пысăках çав.

Кĕтĕквартан тухсан пирĕн çул Шуршăл ферми еннелле пăрăнчĕ. Каллех – ытахальтен мар. Тислĕк тиенĕ авторанспорт пире хирĕç çине-çинех тĕл пулнăран çитсе курма шутларăмăр эпир ферма çывăхне. Тислĕк купаланă вырăнта – погрузчиксемлĕ икĕ трактор, гусеницăллă трактор та кунтах. Тислĕке вара кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлемелли уйсене турттараççĕ. «КамАЗ» автомашинăсем тата тракторсем погрузчиксем патне умлăн-хыçлăнах пырса тăраççĕ. Гусеницăллă трактор тислĕк купине çывăхарах тĕксе пулăшать.

Тислĕк е органикăллă удобрени хуçалăхра темиçе çул хушши уйсене тухайман. Кăçал халиччен туса çитерменнине пурнăçа кĕртме шутланă. Çак эрне варри тĕлне тислĕке уя мĕнпурĕ 400 тонна таран турттарма ĕлкĕрнĕ.

Ферма çумĕнчех е, тĕрĕсрех, пуçламан икĕ силос траншейипе юнашар вăрăм котлован чавни куç тĕлне лекрĕ. Выльăх апачĕ хумалли тепĕр траншея пулмалли вырăн-мĕн вăл. Ăна голландецсен меслечĕпе тăваççĕ кунта. Утçи тапхăрĕ тĕлне ĕçе вĕçлесе пымалла.

Çирĕм виçĕ гектар çинче тăватă сортлă çĕрулми лартнă шуршăлсем. «Иккĕмĕш çăкăр» уйĕсенче те пултăмăр эпир. Ытти сортсемпе танлаштарсан, ир пулакан «Жуковский» сортлă çĕрулми лаптăкĕ пит хÿхĕм курăнчĕ. Палăртмалла, çĕрулми уйне шуршăлсем иртерехех купалама ĕлкĕрнĕ. Лартичченех çĕрулмине сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе çумкурăксенчен хÿтĕлемелли препаратсемпе имçамланă, çавăнпа халлĕхе анасем таса та типтерлĕ.

Пахчаçимĕç лаптăкĕсен тасалăхĕ çинчен те манмаççĕ хуçалăхра. Тĕслĕхрен, кишĕр лаптăкĕнче çак эрнере ятарлă гербицидпа усă курма тытăннă.

И. ПАВЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 июня 2012
00:00
Поделиться