Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестиваль хыççăн çуралнă шухăшсем

Педагог… Учитель… Кам-ха вăл. Мĕнле шухăшпа пурăнать паян вĕрентекен. Ыйту хыççăн ыйту. Вĕсем çине хуравлама тытăниччен манăн ачалăхри пĕр саманта аса илес килет.

Ун чухне эпĕ иккĕмĕш е виççĕмĕш класра вĕренеттĕм. Манăн пĕрремĕш учитель Екатерина Ивановна Лукина пулнă. Пире вăл пĕтĕм чунне парса вĕрентетчĕ, пурнăçри пĕрремĕш утăмсене те унпа пĕрле тума вĕреннĕ эпир. Ун çине пăхсан манăн та çав тери учитель пулас килетчĕ. Унăн çулĕпех кайрăм, халĕ хам та çирĕм çул ытла ĕнтĕ ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштаратăп.

Вĕрентекене Раççейре яланах хисепленĕ, сума сунă. Мĕн патне ăнтăлмалла-ха учителĕн. Мĕне тĕпе хурса ĕçлемелле. Мĕнле пулмалла унăн педагогикăри тĕп шухăшĕ. Çамрăк ăрăва мĕнле майпа кăсăклантармалла, тăрăшса вĕренме мĕнле майпа кăмăлне çавăрмалла. Паллах, пурнăç уттинчен кая юлмасăр. Ĕçре çĕнĕ технологисемпе, ИКТ мелĕсене тĕпе хурса ĕçлемелле вĕрентекенĕн. Компьютерпа, Интернетпа туслашмалла, мĕншĕн тесен шкулта вĕсене пĕлмесен, ман шутпа, ĕçлеме пит йывăр.

Пирĕн çĕршывра юлашки пилĕк çул хушшинче темĕн тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем, улшăнусем пулса иртнине пурте сисеççĕ те, туяççĕ те. Юратнă республика та, пирĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ те çак пурнăç уттинчен пĕрре те кая юлмаççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хăйсен професси ăсталăхне ÿстерсех пыраççĕ. Вĕрентекенсем фестивальсене, конкурссене хутшăнса пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашаççĕ. Районти методика пĕрлешĕвĕ те вĕрентекенсене пĕтĕçтерсе тăрать. Кунта учительсем уçă уроксем кăтартнисĕр пуçне тĕрлĕ кăсăк ыйтусем çине хурав шыраççĕ. Пуш уйăхĕнче иртнĕ фестиваль чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пултаруллине, мал ĕмĕтлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Т.КУДРЯШОВА.

Хуракасси шкулĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 июня 2012
00:00
Поделиться