Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăвашлăха упраса хăварасчĕ

Çулсерен районта иртекен Акатуйччен шутлă кунсем юлчĕç. Ăна эпир кил-йышпа хапăлласах килсе куратпăр. Çак уява пирĕн несĕлсем авалах паллă тума тытăннă. Вăл çурхи ĕçсем вĕçленнине, Çĕр-аннемĕр пур ÿсен-тăранпа пĕрлешсе пысăк тухăç пама хатĕрленнине пĕлтерет.

Анчах та юлашки çулсенче Акатуй та, Чăваш Республикин кунĕнчи мероприятисем те вырăсланма тытăнчĕç, тăван халăх юррисене те питĕ сахал юрлатпăр эпир халь. Çак пулăм мана çав тери пăшăрхантарать. Нивушлĕ эпир атте-анне сĕчĕпе ăша кĕрсе вырнаçнă тăван чĕлхене манăçа кăларатпăр. Тĕслĕхрен, мĕн тери аван пулмалла пек район уявне асатте-асаннесем юрласа пурăннă «Алран кайми аки-сухи» юрăпа уçсан. Чăваш юррисем пуян содержаниллĕ, ăса вĕрентеççĕ, чуна пырса тивеççĕ. Халĕ фонограмма тенине хăнăхса кайрăмăр та, текех ăнланмалла мар кĕвĕ-çемĕпе сикетпĕр. Чăвашсен ташши тата… шур акăшсенни пек вĕт-ха, анчах ăна та халĕ тĕрĕс ташлама манса пыни палăрать.

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче паллă çынсем сахал мар. Вĕсене те уява чĕнмелле, халăха кăтартмалла, паллаштармалла тесе шутлатăп эпĕ. Раççейре халĕ истори çулталăкĕ пырать, унпа та çыхăнтармалла Акатуя. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи çамрăк ăрура патриотлăх, чăвашлăх туйăмне упраса хăварма тăрăшмалла.

В. СТЕПАНОВ,

ШĔП ветеранĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 июня 2012
00:00
Поделиться