Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх пуçтарнине салатни мар-и

Паян пурăнса пултăр, ыран хуть те мĕн килтĕр, текен шухăшран хăпасси çăмăл мар пулĕ çав. Ĕмĕр тăршшĕпе ялхуçалăх производствинче тăрăшса тава тивĕçлĕ канăва кайнисем пурнăç çине çакнашкал пăхакансене ăнлансах çитеймеççĕ. Епле ăнланса йышăнăн, енчен те хăшпĕр чухне уйрăм пуçлăхсем вĕсен вăйĕпе тунă пурлăха салатнине курсан. Пурринчен çук туни камăн чунне ыраттармĕ.

Çавнашкал тĕслĕхсем юлашки тапхăрта район территорийĕнче сахал мар пулнăран хăшĕ-пĕри вĕсем çине алă сулма та хăнăхрĕ пулас. Унта – ферма комплексĕ вăрçă хыççăнхи майлă арканнă, кунта – чипер ларакан объекта сутса янă, виççĕмĕшĕнче – вуншар гектар çĕр сухаласа типтерлейменнипе тухăç параймасть… Сахал-и кун пек ÿкерчĕксем. Каланин усси çукрах, вĕрентнине йышăнасшăнах мар. Чун ыратăвĕпех ирттерсе ярать вара шур çÿçлĕ ветеран пултаруллă халăхăн тар вăйĕпе çĕр çывăрмасăр, нушаланса та тертленсе, анчах та нумай çул усă пама пуçтарнă хуçалăх мулĕ куç умĕнчех пĕтсе пынине курсан.

Темле пулсан та, пурне те пĕр калăппа виçеймĕн. Тепри тÿнтерле пулăма тÿсме пултараймасть. Хăй аллипе тунине курса тăрсах тенĕн салаттарма парас мар тесе вăл хÿтĕлемелли майсем шырать. Чипер пурнăç пултăр тесен, çакнашкал çыннăн позицийĕ вырăнлă пулмалла пек туйăнать. Унашкаллисем йышлăрах пулса кар тăрсан, тен, сайра мар чух ертÿçĕпе халăх хушшинче çитсех кайман ăнланулăхĕ те килĕ, уççăнлăхĕ те ытларах пулĕ. Паян пăхатăн та – хăшпĕр ял хутлăх территорийĕсенче ялхуçалăх предприятийĕ уйрăм тĕнчепе пурăнать, ял хутлăхĕ – хăй еккипе тата ытти те. Пĕр тĕвĕре пулмаллискерсем, пĕр халăхшăн тăрăшмаллискерсем уйрăлса кайнă, пĕр-пĕрне илтесшĕн те, тăнласшăн та мар, пулăшасси вара пушшех те проблемăллă. Тĕслĕхĕсене пайтах илсе кăтартма пулать, анчах та паянхи калаçăва хутшăнакана, Урхас Кушкă ял хутлăх депутатне В.Григорьева маларах хускатнă тема пит канăçсăрлантарчĕ.

– Вседисон Николаевич, эп пĕлнĕ тăрăх, Сирĕн чун ыратать. Ытахальтен мар. Çапла-и.

– Чăнах та çаплах. «Звезда» СХПКра хăй вăхăтĕнче эпĕ тĕп инженерта ĕçленĕ. Ун чухне хуçалăхăн автозаправка станцине хам тума тытăннă. Пайтах чупнă ĕç нарячĕшĕн, ун хыççăн – нарядпа 50 кублă цистернăсем туянма, ытти ĕç тума. Халĕ пăх та кур, çав автозаправкăри цистернăсене вырăнти хуçалăх çăмăллăн сутать. Иккĕшне сутса яма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Манăн «Звезда» СХПК ертÿçи Юрий Маркович Алексеев çинчен япăх калас килмест, анчах та унăн хăтланăвĕсене тепĕр чух йышăнма питех те йывăр. Хамăр туманнине сутма çăмăл çав. Салатасси, хăвăрах пĕлетĕр, пуçтарасси мар.

Хуçалăхран эпĕ пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн тухса кайнă. Çирĕм çул ытла Йĕрĕх Çырми çывăхĕнчи выльăх апачĕ авăртакан предприятире ертÿçĕре тăрăшнă, ытти çĕрте те ĕçлеме тивнĕ. «Звезда» хуçалăхра вăрах хушă ĕçлеместĕп пулин те вырăнти халăх тунипе чипер ларакан объекта çакнашкал çăмăллăн сутса аркатнине чăтма вăй-хал çитмест. Хамăн куç тĕлне лекмен пулсан, тен, унашкалах марччĕ пулĕ, куç умĕнче пулса иртекеннине, хам вăйпа пуçтарнине халĕ салатнине пĕр сăмахсăр сăнама пушшех те йывăр-çке.

Заправкăри цистернăсене мĕнле йышăнупа сутнине халлĕхе пĕлместĕп. Хуçалăх балансĕ çинчи тĕп пурлăх (основные средства) шутĕнчен кăларнă-ши станци объектне. Çук пулсан, епле сутма хăю çитернĕ. Ку ыйту, паллах, право йĕркине тытса пыракансем патне.

Чипер ларнă автозаправка станцийĕ никама та чăрмантарманччĕ. Инçех мар, акă, Урхас Кушкăрах юхăннă ферма комплексĕн çурчĕ ларать. Ăна сутса яма та май пулнă, теççĕ. Çук вĕт, лайăхраххине, «сывăрах» пурлăха суйласа илнĕ. Сас-хура тăрăх, кашни цистернине 40 пин тенкĕпе сутса янă пулать. Хальхи хаксемпе çĕннисем лартас, автозаправкăна йăлтах çĕнĕрен тăвас пулсан вуншар хут нумайрах тăкакланма тивет. Мĕнле ĕçлесе тупмалла вăл укçана.

Эпĕ Урхас Кушкă ял территорийĕнче 36 çул пурăнатăп (хам – Шĕнерпуç тăрăхĕнчен). Шухăшлама пĕлекен кашни çын вырăнти хуçалăх йĕркеллĕ, чипер ĕçлесе пытăр тет пулĕ. Манăн та унăн малашлăхĕшĕн чун ыратать. Паян пĕрне сутар, ыран – тепĕрне, кайран – виççĕмĕшне… Юлашкинчен епле ура çине тăрăпăр, аталанăпăр. Юхăннине пит сутасшăнах мар вĕт. Унашкаллине сутнă пулсан, вĕсене туянакансем, тен, ку таранччен çĕнĕ ĕç те пуçарса янă пулĕччĕç. Çакна та эпĕ ытахальтен каламастăп.

Хăй вăхăтĕнче хам та Юрий Марковичран юхăннă пĕр хуралтăна сутма ыйтнăччĕ. Çук, калаçса татăлаймарăмăр. Кунашкал тĕслĕхсем татах та тупма пулать пулĕ. Хуçалăх хăй ĕçлеме вăй çитернĕ пулсан, сăмах та çукчĕ-и, тен. Шел те, халлĕхе кун пекки палăрсах каймасть. Пуррине, чиперрине сутма васкатпăр, ал çитменни вара никама та ан лектĕр тетпĕр пулас.

И. ПАВЛОВА калаçнă.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 июня 2012
00:00
Поделиться