Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ÿркенмесен, патшалăх пулăшсан – пурнăç çĕнелет

«Ольга Витальевна Васильева кирлĕччĕ-и Сире. Центральная урампа малалла утăр та икĕ хутлă çурт куратăр. Çав вырăнта пурăнать çемье», – ăнлантарма васкарĕç мана Октябрьски райповĕн Турханкассинчи магазинĕнче. Икĕ хутлă çурт тенĕрен, çине тăрсах çын пурăннине палăртакан çурта сăнаса утрăм.

Урам вĕçне çитеспе хам шыракан çурт тупăнманни паллă пулчĕ. Шыв ăсма тухнă ял арçынĕнчен тепĕр хут пулăшу ыйтма тиврĕ. «Эсир иртсе кайнă вĕсен тĕлĕнчен. Икĕ хутлă çуртпа юнашар йывăç çурт ларать, кĕтесренех тепĕр урам каять», – пĕлтерчĕ вăл. Çакăн хыççăн тинех тупăнчĕ кирлĕ çурт. Пахчара карнă пралуксем çинче çуса çакнă кĕпе-йĕм – туллиех. Ахăртнех, канмалли кунсенче тăрăшнă кил хуçи хĕрарăмĕ. «Апла пулсан паян килтех пулĕ-ха вăл, канать», – пуçа пырса кĕчĕ шухăш. Йăнăшрăм иккен. Килте çывăрса тăман ачасăр пуçне никам та курăнмарĕ. «Аслăраххисем шкулта пулĕ, Саши ирхине кунтах çÿретчĕ-ха. Сурăхĕсене çитерме кайнă пулас. Инçе мар çÿрет вăл. Пахча хыçĕнчи çырмарах», – каллех пулăшма васкарĕç мана кÿршисем.

Саша текенни кил хуçи-мĕн. Урăхла каласан, Александр Геннадьевич Ольга Витальевнăн упăшки пулчĕ. Ăна манăн вăрах шырама тивмерĕ. Кĕçĕн, часах виçĕ çул тултаракан Андрей ывăлĕпе вăл шăпах вăтăр пуçа яхăн сурăха çырмаран хăваласа хăпаратчĕ. Ольга Витальевна пирки ыйтсан, лешĕ ирех ĕçпе хулана кайнине пĕлтерчĕ. Тепĕр кунхине те унăн хулара пулмалла-мĕн. Турханкассине ятарласах килнĕрен Александр Геннадьевичпах вăрахчен пуплеме лекрĕ. Сăпайлăн та ăшшăн калаçакан кил хуçин, паллах, ĕçĕ те сахал марччĕ пулĕ, çапах та вăл ман валли те вăхăт тупрĕ. Тепĕр çултан шкула кайма хатĕрленекен Кирилл тата Андрей ывăлĕсем çак хушăра хăюлланса сăмах та хушма пуçларĕç.

Иккĕн кăна мар вĕсем ку çемьере. Нумай ачаллă çемьесен шутĕнче Васильевсем, 6 ача çитĕнет кунта. Çĕнĕ çурчĕ çĕкленнĕ хушăра çемье пĕчĕк йывăç пÿртре пурăнать. Пытарас çук пулĕ – хĕсĕкрех йышлă çемьене ку пÿртре, анчах та, хăнăхнăран-ши, кунта пурăнакансем çакна туйсах кайнине сисмерĕм эпĕ. Чи пахи – пурăнмалли вырăн пур, çуртра ăшă, ытти темех мар пулĕ çав. Пĕчĕк пÿртрех пысăках мар ещĕкре тин кăна пусса кăларнă кăвакал чĕпписем ятарлă çутă айĕнче ăшăнаççĕ. Урама кăлариччен вĕсене вăй илтермелле. Лайăх-и, япăх-и кулленхи пурнăçра, чунра сар хĕвел-и е çил-тăман – куççуль кăларма, тунсăхлама, ÿкĕнме вăхăт çук, кирек епле пулсан та малаллах каймалла. Çапла тăваççĕ те çемьере, унăн хăйĕн хăвăртлăхĕ, хăйĕн пурнăç тытăмĕ тата курăмĕ.

Ольгăпа Александр, 2003 çулта пĕрлешнĕскерсем, тепĕр çултанах çĕнĕ çурт никĕсне хывма тытăннă-мĕн. Вунă çула яхăн хушшинче икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартнă. Кил хуçи асăннă тăрăх, кăçал строительство ĕçне вĕçлесе унта куçасшăн. Çапла тума çемьене яла социаллă аталантарассипе çыхăннă ятарлă программăна кĕни самай пулăшма кирлĕ. Нумаях пулмасть çак программăпа килĕшÿллĕн яллă территорире хваттер туянма е çурт лартма пулăшакан сертификата кил хуçи хĕрарăмне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев пачĕ. «Пысăк пулăшу патшалăхран. Паллах, çакăншăн эпир хавас, тав тăватпăр», - палăртать Александр Геннадьевич.

Йышлă çемьене капмар çурт хăпартма çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Кил хуçи Мускаври стройкăсенче ĕçлесе илнĕ укçа йăлтах тенĕн çурт тума кайса пынă. Пурнăçа сыпăнтарса пырас тĕллевсĕр пуçне Александр Геннадьевича Мускавра ĕçленĕ чухнех тепĕр шухăш канăç паман. Хулари юлташĕсенчен вăл «Романовская» ăратлă сурăхсем çинчен илтнĕ. Яла таврăнсан районта çакнашкал сурăхсем тытакансемпе курса калаçма ÿркенмен. Часах ку выльăха вĕсенчен туянса ĕрчетме тытăннă. Виçĕ çул хушшинче икшер, виçшер, тăватшар путек туса паракан сурăхсен пĕтĕмĕшле йышĕ вăтăр пуçа яхăн çитнĕ.

Ăратлă выльăха укçа-тенкĕсĕр туянаймăн. Вăл вăхăтра официаллă ĕçсĕр пулнă мăшăрне Ольга Витальевнăна пуçару ĕçне явăçтарма шутлаççĕ çемье канашĕнче. Предпринимательство ĕçĕнче кирлĕ бизнес-план хатĕрлесе халăха ĕçе вырнаçтаракан Центра заявка тăратаççĕ. Часах патшалăх пулăшăвне кĕтсе илсе тĕллеве пурнăçа кĕртеççĕ. Халĕ упăшки Мускавра чух сурăхсене арăмĕ тата ачисем пăхаççĕ. Выльăх тенĕрен, ĕни те, пăрăвĕсем те, вăкăрĕ те, сыснисем те, кайăк-кĕшĕкĕ те пур кил хуçалăхĕнче. Маларахри çулсенче кăрккасем те тытнă, имĕш.

Кил хуçалăхне ура çине тăратма патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май килнинче арăмĕн тÿпине пысăка хурать Александр Геннадьевич. Йывăрлăхăн пĕр пайне чăтса ирттересси нумай юлман ĕнтĕ çемьен. Патшалăх пулăшăвĕпе çĕнĕ çурта куçсан ачасем валли те, хăйсем валли те вырăн çителĕклех пулма кирлĕ. Вунă çул хушши тăвăрлăхпа хĕсĕклĕхре тертленнĕ хыççăн çĕнĕ вырăнти пурнăç пилĕк ывăлпа хĕрачашăн, тен, çăтмахри пекех пулĕ. Палăртмалла, Александр Геннадьевичпа Ольга Витальевна хăйсем те – нумай ачаллă çемьесенче ÿссе çитĕннĕскерсем, çавăнпа ачасем телей кÿнине вĕсем никамран лайăх ăнланаççĕ. Ачисем пурнăç епле сыпăнса пынине курса ÿсни вара вĕсемшĕн малашлăхра пач та ытлашши пулмĕ.

И. ПАВЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 июня 2012
00:00
Поделиться