Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ÿнер шкулĕнчи концерт

Иртнĕ ытларикун Сĕнтĕрвăрри хулинчи ача-пăча ÿнер шкулĕнче пысăк концерт иртрĕ. Ăна асăннă хушма пĕлÿ паракан учрежденире ăс пухакан ачасен юрри-ташшинчен, кĕвĕ инструменчĕсем çинче вылянинчен йĕркеленĕ. Кунта пухăннисем испан ташшипе тата паянхи ташăсемпе, фортепьяно çинче вальс, Шопен, кадриль тата ытти кĕвĕсене вылянине курса тата тĕрлĕ авторсемпе халăх юррисене итлесе киленчĕç. Коридорта тата залра художество уйрăмĕнче вĕренекенсен ĕçĕсемпе курав та йĕркеленĕ.

Ăнланмалларах каласан, çак кун ÿнер шкулне вĕренсе пĕтерекенсем хăйсем çичĕ çул çÿренĕ вĕрентÿ учрежденийĕпе, юратнă вĕрентекенĕсемпе сывпуллашрĕç. Çавна май, хăйсен пултарулăхĕпе ашшĕ-амăшĕсене, хулапа район çыннисене паллаштарчĕç. Ачасене саламлама килсе çитнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова тата вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Н. Давыдова вăтам пĕлÿ паракан шкулсене вĕренсе пĕтерсен те ÿнер енĕпе малалла аталанма телейлĕ кун-çул сунчĕç.

Искусство шкулне пĕтерни çинчен калакан свидетельствăсене, дипломсемпе грамотăсене тата тав çырăвĕсене асăннă учреждени директорĕ М.Иванова пачĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе спонсорсене вара ăнланулăхшăн тав тума та манмарĕ. Палăртмалла, ÿнер шкулĕнче ăс пухакансемпе ĕçлекенсем районти туризм сферине аталантарма та самай вăй хураççĕ. Вĕсем туса хатĕрленĕ сувенирсене хăнасем туххăмрах туянса пĕтереççĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 июня 2012
00:00
Поделиться