Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăста алăсем ĕçе çăмăллатаççĕ

Редакци ĕçĕсемпе васканă май Кайри Шĕнерпуç ялĕ çумĕнчи çул чарăнăвне çывхарса пыраттăм. Инçех те мар вырнаçнă çĕр пайĕсенчен пĕринче пысăках мар трактор, эпĕ халиччен курман агрегат çакнăскер, майĕпен çĕр ĕçне тăватчĕ. Агрегат çинче ятарлă ларкăчсем пур, вĕсем çинче икĕ хĕрарăм вырнаçнă, пуçа çĕклемесĕр тенĕ пек, пикенсех аллисемпе темĕн вылятаççĕ. Çакă мана интереслентерсе ячĕ, эпĕ хир ĕçченĕсем патне çитсе тăтăм. Карçинккасенчи вăрлăхсене курсан вара ăнлантăм, çĕрулми лартаççĕ иккен.

В. Смелов хресчен-фермер хуçалăхĕн çĕрĕ çинче вăй хуракансем пулчĕç иккен вĕсем. Хуçи тракторне тытса пырать, пулăшаканĕсем улма пăрахаççĕ. Эпĕ çывхарнине курсан фермер кабинăран тухрĕ.

– Вениамин Васильевич, сирĕн агрегат темле урăхларах пек туйăнать, – терĕм эпĕ, пурне те сывлăх суннă хыççăн.

– Çапла – хуравларĕ фермер. – Ăна эпĕ хам ăсталарăм. Шел пулин те, вĕçне çитиех туса пĕтереймерĕм – çĕрулми лартма вăхăчĕ çитрĕ. Çавăнпа та халĕ çурма автомат шайĕнче вăл. Вăхăт çитменнине пула улмине пăрахса пыракан механизмне вырнаçтараймарăм, бункерĕсене те çирĕплетсе лартайман-ха. Пурпĕрех агрегатпа чиперех усă курма пулать, кăçал çапла майпа улма лартатăп та. Тепĕр тесен, механизмĕ вăл, уйрăмах промышленноç кăларакан сăнчăрлă-кашăклă çаврăнаканскер, вăрлăха пăтратса хитре шăтнă калчасене ватса пĕтерет. Эпĕ шутласа кăларнă механизм сăнчăрлă-кашăклă мар, калчасене питех амантмасть.

Хресчен хуçалăхĕн пуçлăхĕпе малалла калаçнă май çакна пĕлтĕм, техникăпа вăл мĕн ачаранах туслă. Водитель пулса ĕçленĕ чухне те машинăн пĕр-пĕр пайне, яланах ванаканскерне, лайăхлатма, çĕнетме тăрăшнă. Каярахпа, килти хуçалăха аталантарнă май хăй пуçĕпе шутласа арман ăсталанă, унпа ытти çынсене те çăнăх авăртса панă. Пахчаçимĕç вĕтетмелли механизмсем те ăсталанă.

– Çĕр ĕçне çăмăллатас текен манашкал ăстаçăсем кашни ялтах пур, – тет Вениамин Васильевич. –Тĕрлĕрен предприятисем кăларакан оборудованипе техника ытла та хаклă. Укçа-тенкĕпе çаврăнса кайиччен малтанлăха кил-тĕрĕшрех техникăна хăвна юрăхлă тума тăрăшатăн. Кăçал эпĕ, сăмахран, регионсем хушшинче Шупашкарта çулсерен ирттерекен «Çĕрулми-2012» выставкăра пултăм. Унта çĕрулмие харăсах икĕ рет лартмалли агрегат 60 пин тенкĕ тăратчĕ (унпа танлаштарсан манăн агрегат тăватă рет лартать). Имçам сапмалли хатĕр вара 50 пине яхăн. Тепĕр 40 пин çĕрулми йĕрĕсене чĕрмелли (кăпкалатмалли) агрегат. Çĕрулми кăлармалли, суйламалли агрегатсем те сĕнетчĕç унта. Вĕсене пурне те туянас пулсан, икçĕр пин тенкĕ те çитес çук. Вăл хака саплаштарма çĕрулми ÿстерсе сутас терĕн-тĕк, сисмесĕрех пенси çулне те çитетĕн. Кайран çĕрулмийĕ те кирлĕ пулмасть, сывлăху та юлмасть. Çавăнпа та кĕреçепе кăна ĕçлес мар тесен ирĕксĕрех пуçа ватма лекет, çакнашкал агрегатсене хăвăн ăсталама тивет. Пуçу шухăшлама пултарсан, аллу çыпăçсан пысăк тăкак курмастăн.

–Çак рама манăн – универсаллă рама, – малалла ăнлантарчĕ Вениамин Васильевич. – Çĕрулми шăтса тухсан эпĕ ăна чалăштарнă дисксемпе усă курса çĕнĕрен витсе хуратăп. Вара вăл вăйланса аталанма тытăнать, авăрĕ çирĕп пулать, тымарĕсем йышланса каяççĕ. Каярахпа чĕрмелли хатĕрсене сыпăнтарса тата тарăнрах илетĕп, купаласа тухатăп. Çак операцисене тума пĕрер сехет те иртмест. Тăпрари микроклимат вара тĕпрен улшăнать, унта çителĕклĕ таран сывлăш, çимĕçе аталанма пулăшакан условисем пулаççĕ. Астăватăр пулĕ, пĕлтĕр çĕрулми кăлармалли вăхăталла çĕр мĕнле хытса кайнăччĕ. Апла пулин те, çак технологие пăхăннă май эпĕ çĕрулмин пысăк тухăçне илтĕм. Тăпри пысăк чул каптаки пек, çĕрулмийĕ çав-çавах вара икĕ чышкă пек.

Кăçал рама çине нăрăсене пĕтерме имçам сапмалли туса лартасшăн, вăлах шĕвĕ удобрени памалли те, типĕ çанталăк пулсан шăвармалли те пулĕ.

Çĕрулмине вара, унăн хакĕ çукран, сутмалăхах лартма шутламастăп, çавах та хамăра çимелĕх, выльăхсене памалăх туса илетĕпех. Пуринчен те ытла эпĕ çак пахчаçимĕçе сахалтарах нуша курса ÿстерес ĕмĕтлĕ. Кĕреçерен хăпасчĕ, ĕçсене çăмăллатасчĕ, тетĕн. Сăмах май, çĕрулми кăлармалли хатĕр те укçапа илес пулсан самаях хаклă. Çавăнпа та ăна ăсталас шухăш та пуçра сĕмленет-ха.

Фермера ĕçлеме тек чăрмантарас мар тесе, сывпуллашма пуçларăм. Юлашкинчен унăн агрегачĕн тухăçлăхĕ пирки интереслентĕм.

– Виççĕн кăна ĕçлетпĕр. Ванмалли нимĕн те çук кунта. Пĕр васкамасăрах, кунне икĕ гектар та, виççĕ те ним мар лартма пулать, – терĕ вăл.

Трактор каллех тапранчĕ. Ун хыçĕнчен вăрлăхпа акăннă тăватă тÿрĕ касă выртса юлать.

Чăнах та, пуç тĕшмĕртсен, алă çыпăçсан ĕçшĕн те, пытармалли çук, кĕсъешĕн те усăллă техника çĕнĕлĕхĕсем тума пулать иккен. Çакна эпĕ хам куçпа курса ĕнентĕм.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 июня 2012
00:00
Поделиться